Манăн педагогикăри шухăш
Эпé, Сердцева Надежда Александровна, Çĕпрел районĕн „П.В.Дементьев“ ячĕпе хисепленсе тăракан Упи вăтам шкулĕнче чăваш чéлхипе литератури вéрентетéп..
Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă?
Мĕнле атте ура çине тăратнă?
Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?
Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.
Чăваш анне пире савса çуратнă.
Чăваш атте ура çине тăратнă.
Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.
(В. Станьял)
Эпé – чáваш чéлхи учителé, тáван чéлхене вéрентекен! Аслá вéрентекенéмéр чáваш çéршывне «Çéр пин юрá, çéр пин тéрé çéршывé» - тенé. Апла пулсан çéр пин юрра, çéр пин тéрре, çéр пин сáмаха ачасем патне çитермелле , чáваш халáхéн йáли-йéркипе паллаштармалла; çут çанталáкпа килéштерсе пурáнма вéрентмелле. Ку манáн тивéç.
Никам та учитель пулса çуралмасть.”Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен”, - теççĕ чăваш ваттисем. Ачасене куллен ăс панă май эпĕ хам та кашни кун вĕренсе, çĕнĕ утăм хыççăн çĕннине тăватăп. Учитель ĕçĕ – сăваплă ĕç, çав вăхăтрах йывăр та. Ачасене таса чунпа юратакан, хисеплекен, тимлĕ итлеме пĕлекен çын кăна учитель ята тивĕç.
Манăн педагогикăри тĕп шухăш: „Учитель профессийĕн никĕсĕнче – юратупа тÿсĕмлĕх. Вĕрентекен пуласах тесен вĕренекенсене юрат”, - тени. Манăн кулленхи пурнăç тĕллевĕсем вара: ачасене ăнланма, кăсăклантарма пĕлме, шанма, ĕненме, тăрăшса вĕрентме, ырă тĕслĕх пулма пĕлни.
Тăван чĕлхе шăпи мана питĕ кăсăклантаратчĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче тем те курма тиврĕ. Малтанхи çулсенче хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хамăр тăван чĕлхене хисеплемесĕр тута пăрнине те, ачасем: «Чăваш чĕлхи пире Дуслыка çитсен кирлĕ мар», - тенине илтме те. Ялсенче ашшé-амáшé ачисене мéн пéчéкрен вырáсла калаçтарать. Шкула кайма пуçласан ачисем умне те, вéрентекен умне те йывáрлáх сиксет ухать. Çавáнпа та хамáн уроксенче икé чéлхепе те усá куратáп. Уроксенче чáваш сáмахéсене вырáсла куçарса пама тивет, мéншéн тесен вéсем килте те, хáйсем хушшинче те вырáсла е вырáсла-чáвашла хутáш калаçаççé, чылай чáваш сáмахéсене илтмен. Çавáнпа ачасем чáваш чéлхинчен ан писчéр тесен чылай тáрáшма тивет. Ку éçе эпé урокран урока, класс тулашéнчи мероприятисенче туса пыратáп. Чáваш чéлхи юратнá предмет пулса тáрасси вéрентекентен нумай килет тесе шутлатáп.
Тĕнчере тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашнин тăван чĕлхи, юрри-кĕвви, ташши-çемми пур, Нихăш çĕр-шыва та, нихăш халăха та хурламастпăр эпир. Пурте хăйсен тăван чĕлхипе шăкăл-шăкăл калаçчăрах, тăван-пĕтенпе кĕрекере ларса юрлаччăр, савăнччăр.
Пĕчĕк, ниме тăман халăх-и эпир? Шутласа пăхар-ха: мĕн тери пуян чăвашсем, темĕн тĕрлĕ словарь те пур, халăх кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă кĕнекесем лавĕ-лавĕпех, ача-пăча литератури тата...
Тирпей-илем енĕпе чăвашсене никам та çитеймест. Ялти çуртсем хăтлă та илемлĕ, пĕр çÿп-çап, таса мар курмастăн.
Кашни çын ашшé-амáш чéлхине, тáван халáх историне, йáли-йéркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пéлме тивéç. Унсáрáн хáвна çуратнá халáхран уйрáлса каясси те часах. Çакá вара чáн –чáн инкек. Хáй кам пулнине, хáш халáхран тухнине маннá çын – тымарсáр йывáç. Çапла ан пултáр тесен пирéн, вéрентекенсен, çамрáк áрáва вéрентес, воспитании парас éçре тéрлé меслет шырама тÿр килет.
Тăван чĕлхене юратман çын çук та пуль çĕр çинче. Ытарайми чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çÿпçи, сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене хисеплеме, унăн пуянлăхĕпе усă курма манас марччĕ,” - тесе тăван чĕлхене юратма, хаклама вĕрентетĕп ун пек сăмахсем хыççăн.
Ачасене тăван чĕлхепе литературăна тарăнрах та туллинрех пĕлме, юратма вĕрентес, тăван халăх культурипе ырă йăли-йĕркине хисеплеме, чăвашлăх туйăмне аталантарма пулăшса пырас ĕçре творчествăллă (пултаруллă) туса пыма тăрăшатăп. Тĕрлĕрен интерактивлă мелсемпе, роль вăййисемпе, проект технологийĕпе, сывлăха сыхлас технологисемпе, театрализаци меслечĕсепе усă куратăп. Ĕçре яланах çĕнĕ мелсем шыратăп, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшатăп. Тăтăшах урока валли дидактика материалĕсем, таблицăсем, опорлă сигналсем, блок-схемăсем, тест, пултарулăх заданийĕсем ăсталатăп.
Пĕр 20 çул маларах чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли кабинетсем, тĕрлĕ техника хатĕрĕсем çитменни уроксене çÿллĕ шайра ирттерме май памастчĕ. XXI éмéр – информации технологийéн éмéрé. Общество пурнáçéнче пысáк улшáнусем пулса иртеççé. Çак улшáнусем тÿррéнех шкул пурнáçне пырса тивеççé. Кунсерен компьютерпа усá куракан йышé ÿссех пырать. Паллах, çакáн пек лару-тáрура вéрентÿ процесéнче çéнé технологипе усá курасси куç кéретех. Паянхи çéнé техникáна (компьютерсене, мультимедиа проекторéсене) йáлана кéнé урок мелéсемпе майлаштарса éçе кéртме тáрáшатáп. И.Я.Яковлевáн éмéр кивелмен шухáшне, каларáшне асра тытсах éçлетéп: «Икé чéлхе – икé áс, виçé чéлхе – виçé áс».
Ачасен вĕренӳри хастарлăхне ӳстересси, пурнăҫра активлă позици йышăнма вĕрентесси ман ĕҫре тĕп ыйту шутланать. Хамăн ĕçре тĕрлĕ технологи меслечĕсемпе усă курма тăрăшатăп. Критикăллă шухăшлав технологийĕпе чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене ирттернĕ чухне усă курни мана питĕ пулăшать. Тухăçлă вулав технологийĕпе литература урокĕсене ирттерни те «пулăхлă тăпра» çине ÿкĕ, ырă çимĕç парĕ тесе шутлатăп.
Йыш виртуаллă тĕнчере йăлт пирĕн.
Пăлхатрĕ вăл ăса-пуçа, тăна,.
Тĕлĕкĕмре те - интернет, ман „чирĕм”.
„Еду. Татар” памасть халь канăçа.
Кĕрсе кайса шыратăп темĕн те пĕр,
Пĕр конкурсран куçатăп теприне.
Пач вăхăт çук, чупатпăр тĕпĕр-тĕпĕр,
Тăватпăр-ши чăнах та кирлине?
Эпé хамáр халáха, хамáн чéлхене, йáла-йéркене, уявсене, сáмахлáха юрататáп. Çавáнпа та ачасене вéсемпе кáсáклантарма тáрáшатáп. Çак тéллевпе тéрлé éçсем тáватáп: ал- éç áстисен куравне йéркелетéп, ачасемпе тухья, калпак, масмак тáватпáр, халáх юрри-ташшине вéренетпéр, тáван ял историне тéпчетпéр.
Класс тулашĕнчи ĕçсенче хамăр халăхăн психологине, тěнче курăмне, йăли-йěркине шута хума тăрăшатăп. Чăваш халăхěнчен вěренмелли çав тери нумай. Çакна шута илсе эпир те халăхăн йăли-йěркисене тěпчесе сцена çинче выляса кăтартатпăр. «Улах ларни», «Сурхури», «Çăварни» уявěсем, вěренекенсемпе вěрентекенсем пěр картана тăрса вăййа тухни шкул ачисен асěнче нумайлăха юлаççě. Çăварни уявне шкулěпех хутшăнатпăр. Унта ěлěкхи йăла-йěркесене пурне те туса ирттеретпěр. Тăвайккинчен ярăннинчен пуçласа улăм кěлеткине çунтарни, каçару ыйтни, икерчě çини, лавсемпе çăварни юрри юрласа катаччи чупни – çаксем тăван халăх йăли-йěркине малалла та тытса пыма хавхалантаракан самантсем пулса юлаççě.
Ку вăл маншăн чăваш чĕлхипе литератури урокĕсем урлă – чăвашлăха аталантарассин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
Хальхи вăхăтра кашни шкул ачинех творчествăпа тĕпчев ĕçне явăçтарма май пур. Пирĕн вара, учительсен, ачасене проектпа творчество ĕçне явăçтармалла. Ачасем чăваш халăхĕн иртнĕ кун-çулне, ĕçне-хĕлне хăйсем тĕллĕн тишкерме ăнтăлччăр.
Юлашки вăхăтра интернет вăйлă аталаннă саманара, ачасене Inshot программăпа ĕçлеме хăнăхтаратăп. Кашни уяв тĕлне вĕренекенсем çак прграмма тăрăх видеороликсем, салам открыткисем, кĕске сюжетлă роликсем туса, вырăсла притчăсене чăвашла куçарса, телефон çине ÿкерсе, чăвашлатса, чăвашла çырса хатĕрлесе параççĕ. Çакăн пек тунин тĕллевĕ – чăваш чĕлхи, чăваш сăмахĕ тĕнче тĕтелне сарăлтăр, пур çĕре те çиттĕр. Ачасенчи чăвашлăх туйăмне çакăн пек те пулин вăратасчĕ тетĕп.
Çулран-çул ачасем илемлĕ литература хайлавĕсене вулами пулчĕç. 3 предложени те вуласшăн марри куçкĕретех. Ăçта унта пăхмасăр сăвă калама вĕренни çинчен калаçмалла? „Вырăсланса“ кайнă тата япăхрах вĕренекен ачасене пăхмасăр парса янă сăвă тăрăх çак программăпах сюжетлă видеоролик тутаратăп. Видеороликра сăввине ачасем лайăх интонаципе тăрăшса илемлĕ вуласа параççĕ. Çакăн пек ĕçсем тума питĕ килĕшет вĕсене.
Ачасене хаçат-журнал чĕлхине ăса илтерессине те манса каймалла маррине асра тытса тĕрлĕрен хаçатсемпе çыхăну тытсах тăратпăр. „Тăван ен”, „Сувар”, „Тантăш” хаçатсенче ачасен сăввисемпе хайлавĕсем час-часах кун çути кураççĕ. Чăваш литератури кружокне çÿрекен ачасемпе шкулта „Эпир“ ятлă чăвашла хаçат кăларса тăраççĕ.. Çак хаçат Publisher программăпа уйăха пĕрре тухса тăрать. Шкулта пулса иртекн уявсемпе мероприятисене, ачасен пурнăçĕпе вĕренĕвне çамрăк журналистсем хăйсен хаçачĕнче çутатса пама тăрăшаççĕ.
Вĕренекенсем кашни çулах олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене илме тивĕçлĕ пулаççĕ. Районта, республикăра, регионта пулса иртекен тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисем те сахал мар.
Вĕрентекен – çутă маяк. Ун çути вĕренекенсен малаллахи пурнăçне çутатса тăтăр тесен учителĕн яланах вĕресе тăмалла, çĕннине шырамалла. Шыратăп, тăрăшатăп, малалла талпăнатăп...
Пурнăç улшăнса, вĕренÿ меслечĕсем çĕнелсе пынă май вĕрентекен аталанса пымасан ăнăçу пуласси пирки ĕмĕтленмелли çук. Вĕрентме хамăн та нумай вĕренес пулать. „Пурнăçра чи кирли – хамăрăн опыт”, - тенĕ Вальтер Скотт. Çак сăмахсене тĕпе хурса çулсеренех профессири ăсталăха ÿстересе пыратăп. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ илме, пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма, чăвашлăхпа тапакан чĕресене хастар пулма хавхалантарса пынă май шкул ачисемшĕн хам тĕслĕх пулма тăрăшатăп. Ĕçне кура чыс-хисепĕ те пур, хам та тĕрлĕ конференцисене, конкурссене хутшăнатăп. 2015, 2020-мĕш çулсенче чи пултаруллă вĕрентекенсен Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен мастер-класс конкурсĕнче, район шайĕнче. çĕнтертĕм. 2021-мĕш çулта Хусанта пулса иртнĕ Раççей шайĕнчи мастер-класс конкурсра çĕнтерÿçĕ пултăм. Тутарстан Республикин вĕрентÿ министерствин премине тивĕç пултăм, 2020-2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх манăн сăна районти Хисеп хăми çине кăларса хуни те манăн ĕçе пысăка хунине пĕлтерет. Анчах эпĕ хамăн çитĕнÿсемпе мухтанмастăп, чăвашлăха аталантарас ĕçре манăн тÿпе те пурришĕн савăнатăп
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев