Реклама
Хыпарсем
Манăçмӗç çав çулсем
Асăнупа хурлану кунӗ
Июнӗн 21-мӗшӗнче, шӑп 21.00 сехетре район ертӳҫисем, волонтерсем, организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем, ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн хаяр ҫапӑҫура хăйсен пурнăçне шеллемен ентешсене асӑнса Вăрçă тата Ӗç мухтавӗн монуменчӗ умӗнче ҫуртасем ҫутрӗç.
Июнӗн 22-мӗшӗнче Асăну тата хурлану кунӗ ячӗпе Ӗмӗрлӗх вут умне чечексем хучӗç.
– 80 ҫул каялла мирлӗ пурнăçпа пурăнакан халӑх Тӑван çӗршыва хӳтӗлессишӗн аллине хӗҫ-пӑшал тытрӗ. Ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлессишӗн районтан фронта 14 пинрен ытла ҫын каять, вӗсенчен ҫуррине кăна тӑван ене таврӑнма пӳрнӗ. Эпир паянхи мирлӗ пурнӑҫшăн ҫапӑҫу хирӗнче пуç хунисен умӗнче парăмлă. Никам та, нимӗн те манăçмасть! Вӑрҫӑран таврӑнманнисене, сурансене пула лăпкă пурнăçра вилнисене те – ӗмӗр мухтав! – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Ҫулсем иртеҫҫӗ, тӗнчене ҫӗнӗ ӑру килет. Ветерансен шучӗ те ҫултан-çул чакса пырать. Хальхи вӑхӑтра районта 2 вӑрҫӑ ветеранӗ, 300тен ытла тыл ветеранӗ пурӑнать.
Справка
1992 ҫулччен Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун официаллӑ асӑну дати пулман. РФ Аслӑ Совечӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи июлӗн 13-мӗшӗнчи решенийӗпе ăна Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене аса илмелли кун тесе пӗлтернӗ. Раҫҫей Президенчӗн указӗпе 1996 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнчи Указӗпе унăн ятне Асăнупа хурлану кунӗ тесе улӑштарнӑ.
2007 çулхи октябрӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин «Çар мухтавӗн кунӗсем тата Раççейӗн паллă датисем çинчен» законри улшӑнусене алӑ пусрӗ, çавсемпе килӗшӳллӗн паллă датӑсен списокне – июнӗн 22-мӗшӗ – Асăнупа хурлану кунӗ – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ куна (1941 ҫул) кӗртнӗ. 2020 ҫултанпа Асăнупа хурлану кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейре вăрçăра вилнисене пӗр минут шăп тăрса аса илеççӗ.
Мускав вӑхӑчӗпе ҫӗршыври пур регионта та Шăплăх вăхăчӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра иртет. «Асăнупа хурлану» кунӗнче, 2009 çултанпа, ҫулсеренех «Асăну çурти» акци иртет – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене асăнса Пӗтӗм Раҫҫейре ҫуртасем çутаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев