Малта пыракан доярка, пултаруллӑ кил хуçи хӗрарăмӗ
Ял хуçалăхӗн малта пыракансен слетӗнче «Цильна» обществӑн доярки Зульфия Зяббарова Диплом тата укҫан парне илчӗ.
Зульфия Зяббарован хӗрарӑмсенче пулнă чи лайӑх пахалӑхсем — сапăрлăх, ӗҫченлӗх, тӑрӑшуллӑ анне, шанчӑклӑ мӑшӑр — пурте пур. Ҫитменнине тата вӑл пултаруллӑ кил хуçи хӗрарăмӗ.
Зульфия пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшӗпе колхоз ӗҫне ҫӳрет, килте пулӑшать. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн та ют çӗре тухса каймасть, ялта юлать. Ҫамрӑк хӗр ялти ача садне кӗҫӗн воспитательница пулса ӗçе вырнаçать, çичӗ çула яхăн унта ӗçлет. Ӗçчен, пур ӗçе те тӗплӗн, вӗçне çитерсе пурнăçлакан Зульфияна колхоз председателӗ фермӑна доярка пулса ӗҫлеме чӗнет. Ҫак вӑхӑтра ялта ача сачӗ хупӑннă вăхăт пулать. Зульфия та «Цильна» обществӑн ертсе пыракан комбайнерӗсенчен пӗринпе Ингель Джаббаровпа çемье çавăрнă пулнă.
Зульфия Зяббарова опытлӑ дояркӑсенчен юласшӑн мар тесе, кашни ӗçе тӗплӗн пурнăçлама тăрăшать.
— Вӑл ҫулсенче витреллӗ аппаратпа ӗнесене сăваттăмăр. Ман ушкӑнра 25 ӗне. Пирӗн коллектив питӗ лайӑхчӗ, опытлӑ дояркӑсем те пулӑшма килетчӗç, канашсем те паратчӗҫ, — тесе аса илет Зульфия Зяббарова хӑйӗн малтанхи ӗҫ ҫулӗсене.
Паян вара дояркӑсен ушкӑнӗнче 55шер, 60шар ӗне. Зульфиян ушкӑнӗнче те, ҫавӑн пекех, 55 сӑвакан ӗне. Доярка вӗсенчен талӑкра тонна ытла сӗт суса илет.
Сумалли процесса механизациленӗ пулин те, ӗнесене доярка ӗçӗ йывăр пулса шутланать. Кунта выльӑхсене пăхма пӗлмелле, мӗншӗн тесен кашнин, 55шӗн те тӗрлӗ характер. Кашни кун 4 сехетре тӑмалла (!)
Хӗрарӑма килте те пин ӗç кӗтет вӗт: апат хатӗрлесси, пӳрте тирпейлесси, ачасен, мăшăрӗн тумӗсене йӗркене кӗртесси тата ытти те. Ҫак ӗçсене пурне те Зульфия Зяббарова чунне парса пурнăçлать. Сӗтел тулли апат, пахчара вара тӗрлӗ улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ ӳсет.
Мăшăрӗпе Ингельпе икӗ хӗр: Ильмирӑпа Василана пӑхса ӳстереҫҫӗ. Хӗрачасем те ашшӗ-амӑшӗ пекех — вăй-халлă, çирӗп характерлă. Тыр çи вӑхӑтӗнче ашшӗне те пулӑшаççӗ. Ашшӗ хӑйӗн комбайнер пулăшаканӗсем пулса ӗçлеме пултаракан хӗрӗсемпе питӗ мăнаçланатчӗ.
Ачисем ӳснӗ вӑхӑтра, кашни килен куншӑн савӑнса пурăннă вăхăтра, ҫемье пуҫлăхӗ кӗтмен ҫӗртен çут тӗнчерен уйрăлса каять. Паллах, Зульфия Зяббарована хуйха ҫӗнтерме тӑванӗсем, ачисем, ял ҫыннисем, обществăн ертӳҫи Барис Гафуров пулӑшаҫҫӗ. Пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе, хăйӗнче малалла пурăнма, ӗҫлеме вӑй тупать.
Канăçсăр, çӑмӑл мар, çирӗп вӑй-хал ыйтакан çак ӗçре 30 ҫула яхӑн çулӗ иртнӗ пирӗн статьян геройӗн. Паян Зульфия Зяббарова — районти, республикӑри конкурссен ҫӗнтерӳҫи, «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ выльӑх-чӗрлӗх пăхаканӗ» ята тивӗҫнӗ хӗрарӑм.
Хӑйӗн ӑнӑҫлӑхӗсемшӗн тата пурнăçри тăнăçлăхшăн вӑл обществăн ертӳҫине Барис Гафурова тав тӑвать.
— Ӗҫ ҫыннин ӗçне курма пӗлет Барис Аппаувич, хисеплет. Тӑрӑшуллӑ, пултаруллă хуҫа, пӗлӳллӗ ертӳҫӗ. Пирӗн ӗҫе ҫӑмӑллатас тесе пурне те тӑвать. Ҫакӑн пек тимлӗхшӗн чун савӑнать. Ырăлăха ырăпа тавăрас килет, — тет малта пыракан доярка.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев