Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Малта пыракан доярка

Светлана Великанова ашшӗ-амӑшӗн ӗҫ ҫулне малалла тӑсать

Светлана Петровна Аслă Аксу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрачан амӑшӗ Раиса Андреевна та, ашшӗ Петр Федорович та колхозра ӗҫлеççӗ. Ачисене те ӗҫе юратма, аслисене хисеплеме вӗрентсе ӳстереҫҫӗ.
Ялти шкулта вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн, Светлана Ульяновск хулинче бухгалтерсем хатӗрлекен курсра вӗренет, тӑван ялне каялла таврӑнать.

— Хула пурнӑҫне юратмарăм. Ялта пурӑнма канлӗрех пулнине куртӑм, — тет Светлана Петровна.

Колхозра бухгалтер пулса ӗҫлеме тытӑнсан, хӗр 1989 ҫулта, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн каччипе Виктор Николаевичпа паллашать. Çемье çавăраççӗ. Мăшăрӗ те колхозра шофер пулса вăй хурать. Ӗç çулне бухгалтер пулса пуҫланӑ Светланăн шăпине те çӗршыври улшăнусем пырса тивеççӗ. Ку тӑрӑха инвесторсем килсен, колхозсем саланса кайсан, Светлана Петровна фермӑра ӗне сума пуçлать. 

— Халӗ, паллах, хуҫалӑхра алӑпа ӗҫлемелли ӗҫ сахалланчӗ, пурне те автоматиза-циленӗ. Выльӑх апатне те ятарлӑ техникӑпа валеçеççӗ, выльӑхсене те балансланă пахалăхлă апат хатӗрлесе кӳреççӗ, ҫавӑнпа выльӑхсем сӗт нумай параҫҫӗ, — тет Светлана. 

Мӑшӑрӗпе Виктор Николаевичпа вӗсем виҫӗ хӗр çуратса ӳстереççӗ. Надежда, Александра тата Ольга паян хӑйсем те ҫемьеллӗ, ашшӗпе амӑшне виҫӗ мӑнук парнеленӗ.

Ҫакӑн пек канӑҫсӑр, пысӑк вӑй ыйтакан ӗçре 30 ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ. Паян Светлана Петровна «Молко-Çӗпрел» обществăн малта пыракан доярки. Вӑл паянхи кун пӗр ӗнерен талӑкра вӑтамран 25 литр сӗт (ҫак кӗрхи уйӑхсенче!) суса илет. Яланах пысӑк ҫитӗнӳсем тума тӑрӑшакан Светлана Петровнана ҫулсеренех малта пыракансен слетне, Сабантуй лаптăкне чӗнсе те парнелеççӗ. Унӑн республикӑри Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствинчен панă грамотăсемпе парнесем те нумай. 

Нумаях пулмасть Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç туса кăларакан промышленность ӗçченӗсен кунне халалланӑ чаплӑ мероприятире Светлана Петровнӑна «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ выльӑх пăхаканӗ» текен хисеплӗ ята пама йышăннă. Медале ăна Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пачӗ.

— Ман ӗҫе курса хакланӑшӑн вӗсене чун-чӗререн тав тӑватӑп, — тет Светлана Петровна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев