Малашлăха пăхса шухăшлаççӗ, плансем тӑваҫҫӗ
«Бикчуров Р.А» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче кӑҫал 700 гектар кӗрхи тулӑ, 650 гектар ҫинче – урпа, 1 пин гектара яхăн лаптăкра çурхи тулă, 500 гектар ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш тата 50 гектар ҫинче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ӳстернӗ.
Хуҫалӑх ертӳҫи Равиль Бикчуров сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, ака вӑхӑтӗнче усӑ курнă малта пыракан технологи, ун хыççăн та культурăсене кирлӗ пек пăхни хӑйӗн тухăçлăхне кăтартнă. Хальхи вӑхӑтра бикчуровсем пӗрчӗллисен кашни гектарӗнчен вӑтамран 46 центнертан ытла тырӑ çапса илеҫҫӗ.
– Турӑ пулӑшрӗ, Габдулла Тукай калашле, ҫумӑр та вăхăтӗнче çурӗ, ҫил те вăхăтӗнче вӗрчӗ. Тăрăшуллă ӗçӗмӗре, каланă пек, пулăшса,çутçанталăк та хавхалантарса ячӗ. Халӗ ӗнтӗ чи пахи – акса ӳстернӗ тырпула çухатусемсӗр пухса илесси, – тет вӑл.
– Комбайнерсем те тыр çи ӗçӗсене çирӗп хатӗрленчӗç. Иртнӗ ҫулсенчи пекех, хире пилӗк комбайн: икӗ «Полесье» тата виҫӗ «Дон -1500» тухрӗ. Ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем опытлă, кашниех вунӑ ҫул ытла тыр çинче. Ильгизяр Бохариев, Фарит Басыров, Николай Титов, Зульфат Юсупов тата Газинур Шарафетдинов – çавăн пеккисем. Вӗсен хушшинче ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ӗҫшӗн тӳлес енӗпе ятарлă условисем турӑмӑр, – тесе калаçăва хутшӑнчӗ финанс ӗçӗсен ертӳçи Джамиль Кучатков.
Элиталă ҫӗнӗ сортсемпе ӗҫлеме тӗллев лартнӑ хуçалăхра. «Архат» сортлӑ кӗрхи тулӑ пӗлтӗр хӑш-пӗр участоксенче 45 центнера çитиччен тухӑҫ панӑ. Кӑҫал та ҫак кӑтарту ҫавӑн пекех пулӗ тесе ӗмӗтленеççӗ. Урпана та сӑра вӗретме юрӑхлине акаççӗ. Белокӗ 10,5 процентран пысăк пулнă пӗрчӗллӗ культурăсене Саранскри сӑра заводне параҫҫӗ.
Эпир хире килнӗ кун та пилӗк комбайн ирех 117 гектар çинчи «Немчиновская» сортлă кӗрхи тулла çапма пуçланăччӗ. Тухăç вăтамран 50 центнертан ытла тухать, терӗç. Çилӗмлӗхӗ 25-26 процентран кая мар. Комбайнсем ӗçе пуçăнсан, ҫур сехет те иртмерӗ, Шупашкартан прицеп çаклатнă тăватă «КамАЗ» автомашини килсе çитрӗ. «Тата пилӗк «КамАЗ» килмелле паян», – терӗ ертӳçи. Шупашкар элеваторӗн представителӗсем темиçе кун каялла кӑна тырра пăхса кайнă хыççăн, туллăн килограмне 12 тенкӗрен илме килӗшнӗ, «КамАЗ»сем çакăншăн килнӗ иккен.
Иртнӗ çул 700 гектар ҫинче ӳстернӗ хӗвелҫаврӑнӑшран та хуҫалӑх 30 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ пулнă.
– Хӗвелҫаврӑнӑшран кӑҫал та лайӑх тухăç кӗтетпӗр. Унăн икӗ сортне 500 гектар çине акнăччӗ. «Пионер» тенине иртнӗ ҫулсенче те ӳстертӗмӗр. Пӗр сӑмахпа каласан, эпир ҫичӗ ҫултанпа хӗвелҫаврӑнӑш та ӳстеретпӗр. Шыранӑ вăхăтра пире «Роки» сортне те сӗнчӗҫ. Ку сорт ир ӗлкӗрет. Ҫулӑлăхӗ те 50 процента яхӑн, – тет Равиль Бикчуров.
Хуҫалӑх тупӑшлă ӗçлетӗр тесен, унӑн ертӳçи тăрăшуллă та пултăклă пулни те, шыракан та, хальхи технологисене кӗртни те тата шутласа ӗçлени те кирлӗ паянхи саманара. Аслă Чăнлă ялӗнчи «Бикуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ шӑпах ҫапла пулни, малалла пăхса ӗçленине курса таврăнтăмăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев