Малашлăх – маркетплейссенче
Районăн бизнес представителӗсем маркетплейссенче регистрациленсе, таварсене сутмалли вăрттăнлăхсене вӗренеççӗ
Электронлӑ суту-илӳ центрӗ (ЦЭТ) «Маркетинг» интернет-суту-илӳ пасарне тухас енӗпе Тутар Республикин районӗсенчен килнӗ предпринимательсем валли семинарсен серине пуҫласа янă. Унта Ҫӗпрел районӗнчи предпринимательсем те хутшăнчӗç.
Хăйсен ӗçӗсене пуçласа яракансемпе калаçнă вăхăтра эпир вӗсенчен çак вӗренӳсем çинчен пулнă шухăшӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.
Пыл туса илес енӗпе интересленекен Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен Илдар Шарафутдинов:
– Вӗрентӳ мана питӗ интереслентерчӗ, мӗншӗн тесен ку суту-илӳ рынокӗн паянхи требованийӗ. Нумаййине вӗрентӗм. Маркетплейсра ӗҫлеме питӗ меллӗ пулнине ӑнлантӑм. Организаторсене пысӑк тав.
Аш-какай про-дукцийӗпе ӗçлекен Дамир Нигматуллин та, çаплах, маркетплейссене тухни предпринимательсене хăйӗн бизнесне аталантарма пулӑшу парать, тесе палăртса иртрӗ.
«Феникс» обществăн директорӗ Роберт Низамов интернет-площадкӑсемпе усӑ курса, туса кӑларакан продукцин ассортиментне анлӑлатма тата ҫӗнӗ заказсем илме май пуррине курать.
– Эпир заказпа трикотаж изделийӗсене ҫӗлетпӗр, хальхи вăхăтра хамӑрăн брендпа маркетплейссене тухмалли идейăмăр пур. Ик-виҫӗ уйӑх хушшинче эпир нюанссене шута илсе, план тăвăпăр, унтан интернет-ресурссемпе усӑ курма пуçлăпăр, – тет вăл.
Интернет-площадка Çӗпрел çыннисенчен нумайăшне интереслентерет иккен. Сӑмахран, Дина Исхакова мăшăрӗпе хурт-хӑмӑр ӗрчетеҫҫӗ. Вӗсем пыл ҫеҫ мар, унпа усӑ курса нумай продукци туса хатӗрлеççӗ. Сӑмахран, супӑнь, тӗрлӗ крем, мазь тата ытти те. Çавӑн пекех, Исхаковсем маркетплейсра регистрациленсе унта хӑйсен продукцине сутма шутлаççӗ.
– Эпир хамӑр продукцин ассортиментне анлӑлатса пыратпăр. Анчах клиентсем эпир шутланă пекех мар-ха. Маркетплейс клиентсен йышне ӳстерме май парӗ, – терӗç вӗсем те.
Николай Михайловăн та район центрӗнче лавкки ӗçлесе тăрать. Аталанма, анлăланма çӗнӗ лаптăксем кирлӗ, – тет вăл. Ҫывӑх вӑхӑтра интернетпа усӑ курса, суту-илӗве ӳстерме планлать.
Уйрӑм предприниматель Юлия Степанова мӑшӑрӗпе пӗрле вара нумаях пулмасть район центрӗнче Wildberries заказсем памалли пункт уҫнӑ. Вӗсен планӗсенче – предпринимательсен маркетплейссенче суту-илӳ тăвас ӗçсене явăçтарассине йӗркелесси.
Степановсем Алешкин-Саплык ялӗнче пурӑнаççӗ. Николай, Калининградран контрактпа службине ирттерсе таврӑннӑ май, хӑйӗн кӗçӗн Тӑван ҫӗршывне пулас мӑшӑрне Юльăна илсе килнӗ. Паян вӗсем икӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Темиҫе ҫул хушши вӗсем заказсем памалли пункт уҫас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Унччен ҫемье пуҫлӑхӗ стройкӑра ӗҫлет, Юлия магазинта сутать. Кӑҫал тинех ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, паян ҫак пункт урлӑ Çӗпрел ҫыннисем пирвайхи кирлӗ таварсем сахал мар кӳме пуҫланă. «Кунне 35-50 яхӑн тавар килет, канмалли кунсӑр ӗҫлетпӗр», – теҫҫӗ вӗсем.
Паянхи кун «Атӑлҫи Цеоличӗ» общество та хăйӗн пролукцине Wildberries урлӑ сутать иккен.
– Малашлӑхра çак точкăна халӑхăн заказӗсене кӳрсе пама кӑна мар, хамăрта туса кăларнă продукцие кирлӗ вырӑнсене ӑсатмалли пункт пек анлӑлатма палӑртаççӗ. Вырӑнти предпринимательсене ку пуҫарусенче Юляпа Николай пулӑшӗҫ.
Паян бизнеса мар-кетплейссемсӗр пуçне куç умне кăларса тăратма та çук. Эпир вӑл аталаннине куратпӑр. Электронлӑ суту-илӳ – приоритетлӑ ҫул-йӗрсенчен пӗри вăл. Маркетплейссенче хӑйсен продукцине сутакан предпринимательсен шучӗ ҫулсерен йышлӑланса пырать. Ҫӗпрелӗн предпринимателӗсен те вӑхӑт требованийӗсемпе пӗр утӑмра пулмалла, – тет районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен çумӗ Ильмир Измайлов.
Справка
Предпринимательсене вӗрентесси кашни юнкун тата кӗҫнерникун иртет, апрель уйӑхӗ вӗҫленичченех тӑсӑлать.
Тутарстан Республикин районсенчен мӗнпур предпринимательсене çак вӗрентӳсем урлă ирттерме планлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев