Майăн 31-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери пирус туртнипе кӗрешмелли кун
Пирусăн пур тӗсӗ те сиенлӗ
Пирус тӗтӗмӗпе этем организмне мӗн кӗрет-ха! Табак тӗтӗмӗнче химин 4 пин ытла пӗрлешӗвӗ пур. Вӗсенчен чылайăшӗ — формакологи тӗлӗшӗнчен пуçаруллă, сиенлӗ, мутагенлă. Аллăшӗ ганцероген шутне кӗрет, урăхла каласан усал шыççа яракан вещество пулса тăрать. Шăпах вӗсем çын организмне пысăк сиен кӳреççӗ те ӗнтӗ, тет районти тӗп больницăн врачӗ Дина Албутова.
Пирус тӗтӗмӗпе çын çак веществосене сывлать:
Сăмала — çуннă чух сăмала йӗркеленет. Вăл — чи сиенлӗ. Çынсем никотина ăша ярас тесе туртаççӗ. Анчах унпа пӗрле сăмала дози лекнипе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлаççӗ. Тӗрӗссипе, туртакан çыннăн ӳпкине çулталăкра 1 килограма яхăн сăмала лекет. Çапла вара чире каясси куç умӗнчех.
Сӗрӗм газӗ — тӗтӗмри пысăк концентрациллӗ икӗ валентлă углерод окиçӗ сӗрӗм газӗ шутланать. Унăн гемоглобинпа пӗрлешме пултараслăхӗ кислородпа танлаштарсан 200 хут пысăкрах. Ӳпкерен вăл юна куçать, гемоглобинпа хутăшса карбоксигемоглобин пӗрлешӗвӗ йӗркелет. Ку форма кислорода куçараймасть тата сывлав çулӗсене илсе çитереймест. Çавăнпа туртакансен юнӗнче кислород сахалрах. Вăл çитменнипе ӳт тӗртӗмӗ, пуç мими нушаланать, чӗрен тата ӳпкен хăвăртрах ӗçлеме тивет — çакă чир-чӗре аталантарать. Унсăр пуçне сӗрӗм газӗ артери стенкисене сиенлет.
Циани водорочӗ — вăл ӳпке эпителийӗн хăрпăкне сиенлет. Çавна пула унта сиенлӗ япала пухăнса каять, чир-чӗре — рака каяс хăрушлăх ӳсет.
Никотин — вăйлă наркăмăш. Вăл нерв, апат ирӗлтерекен, чӗрепе юн тымарӗн, сывлав тытăмӗсене сиенлет. Малтан организма хăпартлантарса ярать, кайран пусăрăнтарать. Шăпах çак пахалăх тыткăнлать те ӗнтӗ туртакана.
Пирус туртни вăл — чир
Пирус сиенĕ туртма пуçласан тӳрех палăрмасть. Пуçлакансем пурте кăштах туртатăп та, кирлĕ пулсан çăмăллăнах пăрахăп теççĕ. Анчах никотин питĕ ултавлă наркăмăш, кашни туртмассерен ăна организм ытларах та ытларах ыйтма пуçлать.
Мӗншӗн туртаççӗ-ха çынсем? Чылайăшe çăмăлттайлăхпа. Тутанса пăхас килет вӗсен. Аслисем пек курaнасшăн, тӗтӗме сывласа илсессӗн никотин клеткăсем тăрăх пуç мимине çитет, ăна ӗçлеттерсе янăн туйăнать. Кăшт вăхăт иртсен çакă чакать, организм хaйне малтанхи пекех туять. Вӗресе тăран вăй-хaватлa пулас килет. Çын каллех çăвара пирус хыпать. Туртакансен 25 проценчӗ вăраха кайнӗ ӳпке чирӗпе чирлет.
Ытти чирсем аталанаççe. Куç курасси япăхланма пултарать. Хăлхасем илтесси чакать. Çăвар ăш чикки, шăлсем, шăл туни сиенленет. Пирус тӗтӗмӗнче тӗрлӗ хутăш пур. Ӳпке ракӗпе чирлекенсен 90 проценчӗн сăлтавӗ шăпах çакăнта. Тӗтӗмри сиенлӗ вещетвосем те сурчăка куçса, апат хуранне лекеççӗ, чир-чӗр пуçараççӗ.
Туртма пăрахма пулать
Çын хăй тĕллĕн туртма пăрахаять-и е ăна пулăшмалла-и?
Кăмăл çирĕплĕхĕ пулсан пирус туртма пăрахма пулатех. Пирусран хăтăлас тĕллевлĕ тата хăй тĕллĕн туртма пăрахма пултараймасть пулсан, çынсене больницăсенче, пирус туртма пăрахакансене ятарлă пулăшу паракан кабинетсенче медицинăн квалификациллĕ пулăшăвĕпе кирек хăçан та тивĕçтереççĕ.
Электронлӑ сигаретсем ҫинчен
Юлашки çулсенче суту-илӳре электронлă сигаретсем тата вейпсем курăнма пуçларĕç. Рекламăра вĕсене мухтаççĕ. Электронлă сигаретсемпе вейпсем туртма пăрахма пулăшаççĕ иккен. Анчах та ку чĕр ултав. Электронлă сигаретсемпе вейпсем валли хатĕрленĕ шĕвекре глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин пур.
Ароматизаторсем тĕрлĕ шăршă кăлараççĕ, аллерги чирĕсем пуçарма пултараççĕ.
Глицеринпа пропиленгликоль ăшăнсан хăрушă канцерогенсем — рак чирĕ ертекен япаласем — кăлараççĕ.
Астумалла, хими веществисем этем организмне тăтăш лексе тăрсан тĕрлĕ чир-чĕр пуçараççĕ. Электронлă сигаретсемпе усă курсан сиенлĕ йăларан хăтăлма çук. Туртакан малтанхи пекех пируса пӳрнисемпе тытать, çăвар патне илсе пырать, тĕтĕме сывласа кăларать.
Электронлă сигаретсем ятарлă савăтсене — картриджсене — пула ĕçлеççĕ. Вĕсенче никотина шайлашура тытма кăткăс. Пирусра вăл виçерен иртсен этем хăйĕн сывлăхне хытах сиенлеме пултарать.
Цифрăсем
Раҫҫей — туртакансен шучӗпе малта пыракан ҫӗршывсенчен пӗри. Енчен те тӗнче шайӗнче халӑхӑн 22% туртать пулсан, Раҫҫейре пурăнакансен 40 проценчӗ пирус туртакансен шутне кӗрет. Вӗсенчен 58% пируса пӑхӑнса тӑрать. Ҫулсерен Раҫҫейре пирус туртнине пула 400 пине яхӑн ҫын вилет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев