Людмила Семёнова: «Тӑван чĕлхепе калаҫма пӑрахмӑпӑр-ши?»
Актуаллă калаçу
Вулакансем асӑрханӑ ĕнтĕ Людмила Семенован сӑвви-калавĕсем хаҫатра пичетленнине. Вӑл аслӑ категориллӗ вӗрентекен, тӑватӑ кĕнекен авторĕ. ЧР Писательсен союзĕн пайташĕ (2013 ç.), чăваш хӗрарăмӗсен Эмине ячӗллӗ премине (2014 ç.) парса чысланă. Литература, вĕрентӳ пирки хапӑл тусах паллаштарчĕ.
— Людмила Алексеевна хавӑрпа паллаштарсамӑр вулакансене, хӑш енчисем пулатӑр-ха?
— Эпĕ, Людмила Алексеевна Семенова. Хĕр чухнехи хушаматăм — Ульянова. Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Ишлĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Матак вăтам шкулӗнче пĕлӳ илнĕ.
— Пӗчек чухне Люда мӗнлерех ача пулса ӳснĕ?
— Çемьере ултă пĕр тăван ӳснĕ эпир — эпĕ чи асли. Çавăнпа та пуль, мана анне ултă çултах ача шанса панă. Эпĕ вĕсене пăхнă, хам пĕлнĕ пек воспитани те панă пуль. Шăллăмсемпе йамăкăм халь те мана хисеплесе акка тесе чĕнеççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ хастарччĕ эпĕ. Пур çĕрте те, ĕçре те канура та, малта пулма тăрăшнă. Час-часах концертсем, спектакльсем лартаттăмăр. Юрлама-ташлама пит юрататтăм, сăвăсем çырма та 5-мĕш класрах тытăннă эпĕ. Районта тухса тăракан «Çĕнĕ çул» (халĕ «Тӑван ен» авт.) хаçатпа тачă çыхăну тытаттăм.
— Вӗрентекен профессине суйлама мӗн хистерӗ?
— Эпĕ çамрăк чухне вĕрентекен пулăп тесе шутламан, Чăваш патшалăх университетне журналист пулас ĕмĕтпе пырса кĕнĕ. Анчах та шăпа мана шкула илсе çитерчĕ. Çаканшăн нихăçан та кулянман, хам ĕçе чунтан парăнса, юратса ĕçленĕ.
— Эсӗ чи малтанах хӑвна ҫыравҫӑ, е вӗрентекен пек туятӑн?
— Эпĕ хама чăн малтан вĕрентекен пек туятăп. Шкулта ĕçлеме пуçлани кăçал 38 çул пулать. 23 çул хушши эпĕ Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче, 15-мĕш çул Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ачасене тăван чĕлхепе литературине вĕрентетĕп.
— Пĕремĕш сӑвӑ, е калав мĕн ҫинчен пулнӑ?
— Пĕрремĕш сăвă анне çинчен пулнă — «Мама» ятлăччĕ вăл. Вырăс чĕлхипе вĕрентекен Валентина Васильевна 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне пире киле сăвă çырма ĕç анăччĕ. «Сан, Люда, малалла та çырмалла», — терĕ вăл ман сăвăпа паллашнă хыççăн. Пĕрремĕш калав вара университетра 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Çӗпрел районӗче тухса тăракан «Çĕнĕ çул» хаçатра пичетленсе тухнăччĕ. «Ăçта-ши эс, анне?» ятлăччĕ вăл.
— Ытларах хӑш вӑхӑтра ҫуралаҫҫӗ ҫӗнӗ йӗркесем?
— Çĕнĕ сăвă тĕрлĕ вăхăтра çуралма пултарать. Çывăрма выртсан та, сиксе тăрса сăвă çырса хунă самантсем те пулнă. Çумра яланах хутпа кăранташ манăн. Пахчара ĕçлетĕп-и, ĕçе каятăп-и е мăнуксемпе вылятăп, чарăнса тăрсах сăвă шăрçалама пултаратăп.
— Калавсенчи сӑнарсене, сюжетсене ӑҫтан илетӗр?
— Ытларах чун мĕн çинчен юрлать е мĕншĕн кулянать, çавăн çинчен çыратăп та. Кашни сăвă йĕрки — ман чун-чĕрери юрă. Чылай сăвăсем юрланса çырăнаççĕ, кĕвви те хăйех тухать. Хамăн сăвăсене эпĕ вырăсла та куçарса çыратăп.
— Эсир ҫырнӑ сӑвӑсенчен, калавсенчен чи юратни хӑшĕ-ши?
— Кашни сăввах чĕре витĕр тухать, вĕсем маншăн пурте хаклă.
— Сӑвӑсенче веҫ тӗрӗссине ҫырма хӑрамастӑр-и?
— Сăвăсенче тĕрĕссине çырма нихăçан та хăраман. Тӳреммĕн те, юптарса çырнă сăвăсем те ман чылай.
— «Туй укҫи» калаври сӑнарсене чӑн пурнӑҫран илнĕ-и?
— Çапла, чăн пурнăçран. Калаври пек сюжетсем, шел пулин те, пурнăçра час-часах пулса иртеççĕ. Вулакана шутлама, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме вĕрентесси вăл пирĕн — çыравçăсен тивĕçĕ тесе шутлатăп. Калавсен сюжечĕсене хам пурнăçран çеç илместĕп, ытларах курни-илтни çинчен çырма тăрăшатăп.
— Роман, е детектив жанрĕпе ҫырас туйӑмсем пур-и?
— Роман çырас ĕмĕт тахçантанпах канăç памасть мана. Хатĕр сюжетсем те пур, уйрăм сыпăкĕсене çырма та пуçăннă темелле, анчах та хальлĕхе вăхăт çитменни чăрмантарать-ха. Ак, шкулта ĕçлеме пăрахсан, тен çанă тавăрсах çак ĕçе пикенĕп.
— Вулакансемпе тӗлпулусем ялта ҫеҫ мар, кӳршӗ регионсене те тухса ҫӳремелле пек, мӗнле шутлатӑр? Тӑтӑшах кирлӗ-и?
— Çапла, вулакансемпе час-часах тĕл пулни çĕнĕ вăй-хал хушать. Тĕрĕс калатӑр. Кӳршĕ регионсене те тухса çӳремелле тесе шутлатăп.
— Интернет саманинче электронлӑ кӗнекесен витемӗ пысӑк пуль? Хут кӗнекене ман шутпа нимӗн те ҫитмест пек.
— Хут кĕнекесене, ман шутпа та, нимĕн те çитмест. Алла тытса, кашни страницине тишкерсе тухсан çеç кĕнеке вуланă пек туйăнать, камăл тулать. Кĕнекен тата хăйĕн шăрши те пур вĕт-ха, çавна туйни те ун хакне ӳстерет. Акă ман пĕчĕк манукăм та, хăй вулама пĕлмест пулин те, кĕнеке тытса юмахсем вуласа ларать. Чăн-чăн вулама пĕлнĕ пекех хăтланать. Пĕр-пĕр ӳкерчĕклĕ кĕнеке тытать те темĕнччен пĕр чарăнмасăр хăй шутласа юмах «вулать». Тĕлĕнсе каймалла! Талант-ши çакă?
— Миҫе кĕнекĕр вулакан патне ҫитнĕ?
— Манăн паянхи куна виçĕ сăвăсен пуххи: «Телей палли», «Чун-чĕре кĕввисем» (2014 ç.), «Чул çинчи чечексем» (2017 ç.) тата икĕ кĕнеке куçарусемпе — «Пурнăçăм, кун-çулăм», «Аташса кайнă çын», «Чăваш чĕлхипе литературине класс тата шкул тулашĕнче ирттермелли мелпе меслетсем» вĕренӳ пособийĕ (2010 ç.) пичетленсе тухнă.
— Пуринчен ытла мӗн хӑратать?
— Мĕн хăратать? Тăван чĕлхе шăпи хăратать. Ялсенче ачасем чăвашла калаçма пăрахни чĕрене ыраттарать. Çав тери ыраттарать! Нумаях пулмасть урамра ача садне çӳрекен ачасемпе калаçма тӳр килчĕ. Вĕсем чăвашла калаçма пĕлменни вара кулянтарсах ячĕ. Пӳрте кĕрсен куççуль витĕр «Несĕлсен хӳхлевĕ» ятлă сăвă çырса хутăм. Юрласа çырăнчĕ çак сăвă (нумай чухне сăвăсене эп юрласа çыратăп, кĕвви те хăйех çуралать).
Халь самани çапларах пулса кайрĕ те ĕнтĕ, шкулсенче чăваш чĕлхи предмечĕ иккĕмĕш вырăна тăрса юлчĕ. Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ, чĕлхе шăпи пирки çӳлтисем урăхларах шутлаççĕ пулас.
— Пурнӑҫа ҫӗнӗрен пуҫлама май пулна пулсан, мӗн улӑштарнӑ пулӑттӑр?
— Пурнăçа çĕнĕрен? Нимĕн те улăштармастăм. Эпĕ пурнăçа нихăçан та ӳпкелемен, нихăçан та хам тунă ĕçсемшĕн ӳкĕнмен. Эпĕ хама питĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп. Тавах Турра, пурнăçпа савăнмалăх манăн пурте пур: чунтан савнă тăван кĕтесĕм, юратнă мăшăрăм, куç тулли ачамсемпе мăнукăмсем, юратнă ĕç, тăвансемпе юлташсем. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? Çăкă мар-им телей?
— «Асамла уй» передача епле лекне пирки кӑштах каласа парсамӑр?
— 2015 ҫулхи апрель уйӑхӗнче кӗтмен ҫӗртен «Асамлӑ уй» («Поле чудес») передачӑна хутшӑнма тӳр килчӗ. Унччен малтан передача ертӳҫи, Леонид Аркадьевич Якубович, Шӑмӑршӑ тӑрӑхне килсе кайнӑччӗ. Ун чухне вӑл передачӑна хутшӑнма районтан пӗр ҫын валли йыхрав хучӗ ярасси пирки сӑмах панӑ иккен. Районтан пирӗн ҫемьене ярас терӗҫ. Ҫапла кайса килтӗмӗр, хамӑр пултарулӑха кӑтартрӑмӑр темелле. Чӑвашсен ятне, район ятне ямарӑмӑр пуль тетӗп.
— Чӑваш литературине мӗн ҫитмест?
— Шкулта эпӗ «Шӑпӑрлансем» пуканесен театрӗ йӗркелесе янӑ. Кашни ҫулах ачасемпе чӑвашла спектакльсем чылай лартатпӑр эпир. Анчах та пирӗн чӑвашла спектакльсем лартмалли хайлавсем питӗ сахал, ҫукпа пӗрех. Ҫавӑнпа та шкулти театр валли хайлавсем ытларах хамӑнах ҫырма тивет. Вӗсене пуҫтарса пӗр кӗнеке кӑларас шухӑш та пур-ха ман.
— Пушӑ вӑхӑтра мӗнпе интересленетӗр?
— Пушӑ вӑхӑчӗ ҫук тесен те юрать. Ӳкерме юрататӑп эпӗ, хам ҫырнӑ сӑвӑсемпе юмахсем валли ӳкерчӗксем тӑватӑп. Шкулти пуканесен театрӗ валли пуканесем ҫӗлетӗп. Питӗ чечек ӳстерме юрататӑп.
— Малашнехи пурнӑҫра мӗнле ӗмӗт-тӗллевсемпе пурӑнатӑр?
— Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ сӑвӑсен пуххине пичете хатӗрлетӗп. Тата шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли те сӑвӑсен пуххине уйрӑм кӗнекен кӑларма ӗмӗтленетӗп.
— Тавах сире, вӑхӑт тупса калаҫма кӑмӑл тунишĕн, мĕн ĕмĕтленни яланах пурнӑҫланччӑрччĕ!
— Тавтапуҫ! Çапла пултӑрччĕ.
Л. Семенован сăввисем
Кулянатӑп
Кулянатӑп эпӗ
Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе —
Ҫӗр ҫинчен вуҫех ҫухаласран.
Кулянатӑп эпӗ
Тӑван ҫӗршыв — тӑван кӗтес —
Чӑваш чунне ҫухатасран.
Кулянатӑп эпӗ
Чӑваш ҫынни — тӑван ӑру —
Хӑй камне пачах манасран.
Кулянатӑп эпӗ...
Пирӗн умра мӗнле пуласлӑх?
Пӗтсех лармӗ-ши чӑвашлӑх?
Васкатпăр
Васкатпăр, çаплах васкатпăр —
Хыпаланатпăр, чупатпăр...
Кунсем иртнине те
туймастпăр —
Ак ватлăха çитсе тăратпăр.
Ĕçлетпĕр, пĕр вĕçĕм ĕçлетпĕр,
Чикеленсе кайсах ĕçлетпĕр...
Вăй-хал пĕтсессĕн
ахлататпăр,
Çук сывлăх тесе кулянатпăр.
Вăрçăнатпăр, харкашатпăр,
Çукшăнах хыпса çунатпăр.
Кашниех çакна пĕлетпĕр:
Ӳкетпĕр-вилетпĕр, çĕретпĕр...
Çук, тăраймăпăр, васкаймăпăр,
Çул каялла тупаймăпăр.
Пиртен те юлĕ пĕтĕмпех.
Унти тĕнче — ĕмĕрлĕхех....
Эп телейлĕ
Тен, çĕр çинче эп кăпшанкă кăна,
Тен, эп вилсессĕн ятăм та юлмĕ.
Çак хăналăх кĕске пурнăçра
Хама эп туятăп телейлĕ.
Эп телейлĕ юлташсем çумришĕн,
Тăвансем телейлишĕн телейлĕ.
Тăван халăхпа пĕрле утнишĕн
Эп телейлĕ — пурнăçăм илемлĕ.
Утăм хыççăн утăм утăмларăм,
Юрă хыççăн юрă шăрантартăм,
Хам ĕçе чунтан савса ĕçлерĕм,
Ĕмĕтсем тасишĕн хĕпĕртерĕм.
Кашни çутă куншăн савăнатăп.
Эп телейлĕ — эпĕ юрататăп.
Чун савни сăмахĕсем сипетлĕ,
Килĕм-çуртăм атьсемпе пехетлĕ.
Хапсăнман çын туприне
нихçан та,
Унсăрах ман пурнăçăм илемлĕ.
Çĕр çинче кăпшанкă
çеç пулсан та
Кулянмастăп — эп пĕрех телейлĕ.
2013 ҫул.
Чӗлхем, янра!
Тӑван чӗлхем, санра
Аваллӑх тымарӗ,
Чӑвашлӑх сӑнарӗ,
Халӑхӑм кун-ҫулӗ,
Асапӗ, ҫул-йӗрӗ...
Тӑван чӗлхем, санра
Тӑван ҫӗрӗн пилӗ,
Мӑнаҫлӑхӗ, мулӗ,
Мухтавӗ те чапӗ,
Кӑмӑлӗ, вӑй-халӗ...
Тӑван чӗлхем, санра
Атте-анне сӑпкийӗ,
Асаннесен тӗррийӗ,
Асаттесен пехилӗ,
Чӑваш юрри-сӑввийӗ...
Тӑван чӗлхем, санра
Ача-пӑча сассийӗ,
Хӗрсен вӑййи-куллийӗ,
Яш-кӗрӗмсен ташшийӗ,
Тӑван-пӗтен ӑшшийӗ...
Тӑван чӗлхем пӗтсен
Аваллӑх та юлмӗ!
Пуласлӑх та пулмӗ!
Пӗтӗ пӗтӗмпех!
Ҫӗтӗ... ҫухалӗ веҫех..
Тӑван чӗлхем! Юлсам
Эс чӗрӗ! Сывӑ! Хӑватлӑ!
Ан иксӗл, ан хавша!
Ҫутал та ҫиҫ мухтавлӑ!
Янра! Янра! Янра!
Вӗренесчӗ пурӑнма
Ыратать паян чӗреҫӗм,
Тем йӑшкать, йӗрет чунра.
Илтнине шанас килмесӗр
Тек вататӑп пуҫӑма.
Ҫылӑхран та хӑрамасӑр
Асӑнатпӑр шуйттана.
Пуршӑн-ҫукшӑн харкашатпӑр,
Хыт калатпӑр тӑвана.
Ырӑ кӑмӑллӑх, сӑпайлӑх
Ҫухалман-ши пирӗнте?
Чун тасалӑхӗ, тӑванлӑх
Тӑрса юлмӗ-ши инҫе?
Васкасах эмел хыпатпӑр-
Чӑхӑмларӗ тем шӑм-шак.
Сӑлтавне таҫта шыратпӑр,
Шырас мар-и хамӑртах?
Тӑвана сума сумашкӑн,
Ҫемьене сых упрама,
Кӗвӗҫмесӗр, ӑмсанмасӑр
Вӗренесчӗ пурӑнма.
Усала та, шуйттана та
Ярас марччӗ ҫывӑха.
Хамӑр тунӑ ыр ӗҫсемшӗн
Пурӑнасчӗ савӑнса
2011 ҫул.
Несӗлсен хӳхлевӗ
Эй! Тӑванӑм! Халӑхӑм!
Пирӗн пиле мантӑн-ши?
Эпир суннӑ ҫул-йӗре
Вӗлтрен, хӑях пусрӗ-ши?
Эпир курнӑ кунсене,
Эпир тухнӑ ҫулсене
Манмаллипех мантӑн-ши?
Ҫӗтрӗн-ши? Ҫухалтӑн-ши?
Эй! Тӑванӑм! Халӑхӑм!
Ҫӗтӗн-ши? Ҫухалӑн-ши?
Эй! Тӑванӑм! Халӑхӑм!
Ху камне эс мантӑн-ши?
Эпир савнӑ чӗлхене
Эсӗ савма прахрӑн-ши?
Юрӑ-ташӑ, ыр йӑла —
Эпир пухнӑ ҫак мула
Сутмаллипех сутӑн-ши?
Ҫӗтӗ-ши? Ҫухалӗ-ши?
Эй, тӑванӑм! Халӑхӑм!
Ҫӗтӗн-ши? Юлайӑн-ши?
Эй! Тӑванӑм! Халӑхӑм!
Айванлансах ҫитрӗн-ши?
Сана кӑкран тӗп тума
Усал харсӑр пулчӗ-ши?
Ятна-сумна упрама
Мӗнле вӑй-хал тупӑн-ши?
Ӑҫта ҫитсе тухӑн-ши?
Ҫӗтӗн-ши? Юлайӑн-ши?
Эй, тӑванӑм! Халӑхӑм!
Мӗнле вӑй-хал тупӑн-ши?
Патша майри
«Патша майри пек пурнан», —
Тет кӳрши ӑна ялан.
Тавлашмасть унпа Марье —
Кам курать ҫак телее?
Килĕ-ҫурчĕ! Анкарти!
Кĕрсен тухма пĕлес ҫук!
Сак тулли ача-пӑчи —
Шутласа пĕтерес ҫук.
Сад пахчи — ҫӑтмах пахчи —
Йӑтӑнать улми- ҫырли!
Выльӑххи карта тулли —
Сурӑхсем, ĕни, лаши...
Калама пулать паян
Пурӑнать Марье аван.
Ир тӑрать те мĕн каҫчен
Ӗҫ каймасть ун аллинчен.
«Эс мĕнле ҫак ĕлĕкрен
Çав ĕҫе туса куллен?»
Тесе никам та ыйтмасть —
Ку ен ҫынна курӑнмасть.
Йӑл кулать ялан Марье
Патша майри пек тесен.
Пурӑнасчĕ те пĕлсе
«Патша майри» пек пурте.
Ан ылхан!
Ан ылхан эс ҫынна — ҫурмалла вӑл ылхан.
Килсе вӑйлӑн ҫапать, кӑларать вӑл тӑнран.
Эпĕ чаплӑ тесе ан кала,
ан мухтан.
Чаплӑ ҫын та хӑш чух такӑнать пит аван.
Ху ҫеҫ ӑслӑ тесе ан шутла нихӑҫан.
Åслӑ ҫын та, пĕлсем, йӑнӑшать хушӑран.
Эс ҫынна ан йĕртсем, ан амант чĕрине.
Çын куҫҫулĕ ӳкмест, ҫук,
ӳкмест ҫĕр ҫине.
Эс пулсан пуринпе вашават, тарават.
Саншӑн пулĕ парне — чыс та сум, ырӑ ят.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев