Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Лидия аппана коляска пачӗҫ

1939 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ совет-фин вӑрҫи 1940  çулхи мартăн 12-мӗшӗччен кăна тăсăлсан та, хăш-пӗр ентешсемшӗн вӑл йывӑр сăнав вăхăчӗ пулнă май историе кӗрсе юлчӗ.

Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчи 15 ҫулти хӗре Лидияна çав çулсенчи пулăмсене хăйӗн куçӗпе курма тӳрӗ килет. Ленинграда ӗҫлеме килнӗ хӗрачана  çак хӗллехи блокада айккинчен пăрăнса иртмест. Ун пек ҫӗр-ҫӗр ҫамрӑк ҫынна вӑрҫа пула икӗ ҫӗршыв чиккинче юрăхсăра тухнӑ тимӗр ҫулсене юсама яраççӗ. Лидия та, аслисем  пекех, шпалсем хурса рельссем вырнаçтарнă çӗрте тӑрӑшса ӗçлет. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине те ентешӗмӗр Ленинградра кӗтсе илет. Ун хыҫҫӑн  тӑван ене таврӑнать. 1944 ҫулта фронтран аманса таврăннă  ял çыннипе  Николайпа çемье çавăрса яраççӗ. Лидия ӗмӗр тăршшӗпе тăван ялӗнчи колхозра  вӑй хурать. Пӗр кун та канса ирттернине астумасть вăл. 31 ҫул пӗрле пурӑннӑ мăшăрӗ кӗтмен ҫӗртен вилсе каять.

– Анне ӗçлеме чарăнни те 15 ҫул кăна. 80 ҫула çитичченех ӗҫлесе çӳрерӗ, – тет Упи ялӗнче пурăнакан хӗрӗ Зинаида. Ҫамрӑк чухне курнӑ терт-нуша ватăлсан çирӗп систернӗ. Лидия аппа ури çине тăрса утаймасть. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул çитнӗ май,  «Прогресс» муниципаллă унитари  предприятийӗн директорӗ Евгений Иванцов ăна коляска кӳме  сӑмах парать. Ҫак кунсенче Евгений Николаевич Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Марина Денисовапа пӗрле Упири хӗрӗ Зинаида патӗнче пурăнакан Лидия аппана коляска пачӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев