Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Лидия Искендерова: «Хамӑн телее ӗҫре тупрӑм»

Ял ӗçченӗ 40 пуҫа яхӑн мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрать

Районта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен сахал мар. Вӗсенчен пӗри – Аслӑ Аксу ялӗнчи Искендеровсен ҫемйи.

Лидия Искендеровапа районта ял хуҫалӑхӗнче малта пыракансене чысламалли мероприятире паллашрăм. Ҫак уявра ӑна,  чи нумай выльӑх-чӗрлӗх усракан уйрăм хушма хуҫалӑх  пулнă май, ӗне сумалли аппарат парса чысларӗç. Ял ӗçченӗпе ҫывӑхрах паллашас тӗллевпе Аслă Аксу ялне ҫул тытрӑмӑр.

Лидия Искендерован хуҫалӑхӗ чылай пысăк лаптӑк йышӑнса тăрать. Кунта выльӑх-чӗрлӗх валли  здани те, ӗнесене ҫулла уҫӑ сывлӑшра çӳретме, юр ҫинче те, выльӑх апачӗ упрамалли ытти сооруженисем те вырнаҫнӑ.
Вӑл Ульяновск облаҫӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнчен. Шкул пӗтерсен хӗр тӑван ялӗнче юлма кӑмӑллать. Пулас мăшăрӗпе, Александрпа та, вӑл тӑван ялӗнче паллашать. 

Александр Аслӑ Аксу ялӗнче, кăçатă тăвассипе интересленекен, чапӗ район тулашне те инҫете сарӑлнӑ ҫемьере ҫут тӗнчене килет. Ывăлӗ кăштах ӳссен, ашшӗ Петр Анисимович ăна та кӳршӗри ялсем тӑрӑх илсе  ҫӳреме пуçлать. Ҫамрӑксен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ те, Лидиян ашшӗпе амӑшӗ вӗсене кӑҫатӑ туса пама, хӑйсем патне чӗннӗ ҫулах пулать. Çамрăксен туслӑхӗ каярах ҫитӗннисен юратӑвне куҫать, ҫемье ҫавӑраççӗ. Пӗчӗкренех ял пурнӑҫне хăнăхса ӳснӗ Лидия, ҫапла майпа, Аслӑ Аксу ялне кин пулса килет. 

– Аслă Аксу ялӗ, унăн ҫыннисем питӗ кăмăллă, пӗрре курсах килӗшрӗç. Ялта пурӑнма юлнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмен эпӗ. Александрăн ҫемйи те мана хӑйсен хӗрӗ пек йышӑнчӗ. Ҫемье нумай ачаллӑччӗ ун чухне, ҫавӑнпа та эпир, ҫурт туянса, уйрăлса тухрӑмӑр. Ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма тытӑнтăмăр, пӗрин хыҫҫӑн тепри ачасем ҫут тӗнчене килчӗç, выльӑх-чӗрлӗх усрама пуçларăмăр, ҫурт ҫумне хушса  тата тепӗр пӳлӗм туса хутăмăр, – тесе аса илчӗ Лидия аппа иртнӗ ҫулсене.

Мăшăрӗ Александр район центрӗнчи «Сельхозтехника» организацине шофер пулса ӗçе вырнаҫать, Лидия – ялти колхоза, ҫулла сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ӳстерет, кӗркунне тырӑ йышӑнакан складсенче вăй хурать. 

Çапла, питӗ маттур пуçланса кайнă пурнӑҫăн пӗр кунӗнче, ҫемьене пысӑк хуйхӑ килет. Ачисене тӑлӑха, мăшăрне пӗччене хӑварса, Александр çул çинчи аварире вилет. Аслӑ ывӑлӗ Петр вӑл вӑхӑтра 13 ҫулта, Сергейпе Елена пуçламăш классенче вӗренекенсем, кӗçӗннине пурӗ те 3 çул çеç пулнă.

Чӑтӑмлӑхне пухса, Лидия ачисемшӗн пурнӑҫне малалла тӑсма вӑй-хал тупать. Паянхи кун вара ачисем пурте ҫемьеллӗ, хӑйсен пурнӑҫне йӗркеленӗ. Ывӑлӗ Петр тата хӗрӗ Елена ялта тӗпленсе юлнă. Телейлӗ анне, кукамай-асанне 10 мӑнукпа 2 кӗҫӗн мӑнук пурришӗн савӑнать. Тӗп никӗсре ывӑлӗпе Петрпа тата кинӗпе Ларисапа пӗрле пурӑнать. Ывӑлӗ вахта мелӗпе ӗҫлет. 

Ял пурнӑҫне выльӑх-чӗрлӗхсӗр куҫ умне кӑларма та май ҫук. Ҫавӑнпа ҫемье выльӑх шутне ӳстерме шутлать. 

Хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртессине вӗсем хирӗç ретри пушаннӑ ҫӗрсене регистрацилессинчен пуҫлаҫҫӗ, уйрăм хушма хуҫалӑх йӗркелеҫҫӗ.
«Куҫ хӑрать, ал тăвать», текен халăх каларăшӗ пур.  Кӑштахран ӗнесемпе ҫамрӑк пăрусене усрама здани туса хураççӗ, выльӑх-чӗрлӗхе апатлантарма сырăшсем тăваççӗ, шыв кӗртеççӗ, унтан вӑкӑрсем валли те уйрӑм вите туса хураççӗ. 

Малтанах виҫҫӗ, унтан пиллӗк, сăвăнакан ӗнесен шутне кашни ҫул ҫапла майпа ӳстерсе пыраççӗ. Хӑйсен хуҫалӑхӗсенче ӳстернӗ тынасене те пăрулаттарса, ытти çӗртен те сӗт паракан ӗнесем туянаҫҫӗ. Паянхи кун вӗсен хуҫалӑхӗсенче ӗнесен шучӗ 13 пуҫа ҫитнӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен шучӗ – 40 пуҫа яхӑн. 

«Сӗт парассипе йывӑрлӑх ҫук, пирӗн ялта сӗт пухассине йӗркеленӗ, ӑна куллен хапха умӗнчен илсе каяҫҫӗ», – тет кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Ҫитӗннӗ пӑрусен те яланах клиенчӗсем пулса тăраççӗ иккен.

Мӑшӑрӗ пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн, хуйхине те ӗҫпе çыхăнтарса, çапла пусарать вӑл. «Хамӑн телее ӗҫрен тупрӑм темелле», – тет вăл.  Ачисене те, мӑнукӗсене те ҫынлӑхлă пулччăр, ӗçе юратса ӳсчӗр, тесе тăрăшать. Унӑн тӗп пулӑшаканӗсем –мӑнукӗсем. Иртнӗ кӗркунне аслӑ мӑнукӗ Александр салтака кайнă, çар службине Самар хулинчи ҫар чаҫӗнче иртет, вӑтамми – Егор ялта 8-мӗш класра вӗренет, кӗҫӗн мӑнукӗ Матвей 6-мӗш класра пӗлӳ илет. 

Паллах, ял тӑрӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх нумай усрасси, харпӑр хуҫалӑха тытса тӑрасси – йывӑр, канӑҫсӑр тата тӑкаклӑ ӗҫ. Ҫапах та тӑрӑшса, нумай йывӑрлӑха татса парса пурăнакан Лидия Искендеровапа унӑн ҫемйине ăмсанмасăр тăма та май ҫук.

– Пирӗн икӗ ӗне сумалли аппарат пурччӗ. Вӗсенчен пӗри ӗҫлеме пӑрахсан, ҫӗннине илӗпӗр тесе тăраттăмăрччӗ, ертӳçӗсене тав тăватпăр, калăн пӗлнӗ тейӗн, уявра пысӑк парне турӗç, – тесе савӑннине пӗлтерчӗ Лидия аппа.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев