Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Лицейре вӗренекен «СнеГОТОвник» акцин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ

«СнеГОТОвник» Çӗнӗ ҫул акцийӗ мӗнпур муниципаллă пӗрлӗхсенче 2022 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртнӗччӗ.

Иртнӗ эрнере «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ – 2023» ӑмӑрту вӑхӑтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров «СнеГОТОвник» акцин ҫӗнтерӳҫине, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри вӗренекене Риназ Волкова парнелерӗ.

Аса илтеретпӗр, «СнеГОТОвник» акцие муниципаллă пӗрлӗхсенче пӗлтӗрхи декабрь уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Акцие хутшӑнакансен ГТО стилӗпе Хӗл Мучи туса, процесса видео ҫине ҫыртармаллаччӗ. Районта Риназ Волковăн ӗҫӗ чи лайӑх видеоролик пулса палăрчӗ, ăна республика конкурсӗн йӗркелӳ комитетне янăччӗ. Республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев