Ӗҫлес текенсемшӗн ӗҫ пур
Ялта ӗҫ вырӑнӗ ҫук, теҫҫӗ пулин те, паянхи лару-тӑру урӑхла кӑтартать
Ӗҫе вырнаçас, вырнаçтарас ыйтусем енӗпе эпир районти ӗҫ тата ӗçпе тивӗçтерекен центрӗн директорӗпе Анис Камаловпа калаҫу йӗркелерӗмӗр.
— Анис Эсрарович центрта регистрациленнӗ ӗҫсӗр ҫынсем пур-и? Ҫак цифра, иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан, ӳснӗ е сахалланнă?
— Паянхи кун центрта регистрациленӗ ӗҫсӗррисен шучӗ 23 ҫынпа танлашать. Ҫапах та (!) ҫав вӑхӑтрах ӗҫ паракансем сӗннӗ 45 ӗҫ вырӑнӗ пур. Регистрациленнӗ ӗҫсӗррисенчен 10шӗ — арҫын, 13шӗ — хӗрарӑм. Вӗсенчен пӗрин ӳсӗмӗ — 30 ҫула çитиччен, 14шӗ — 30-55 ҫулсенче, 55 ҫултан аслӑраххисем — саккӑрăн. Вӗсенчен иккӗшӗ аслӑ пӗлӳллӗ, 11шӗн — вӑтам тата 10шӗн вӑтам професси пӗлӗвӗ пур. 2023 ҫулта регистрациленнӗ ӗҫсӗрлӗх пикӗ март уйӑхне тӳрӗ килчӗ, 45 ҫынна ҫитрӗ.
— Ӗҫсӗрлӗхсен шутне чакарма мӗнле мерӑсем йышӑнаҫҫӗ?
— Ҫулталӑк хушшинче ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва тата ӗҫсӗрлӗх шайне чакарма палӑртнӑ мероприятисен комплексне туса ирттерме палӑртнӑччӗ.
Сӑмахран, ваканси ярмăркки. Кӑҫал вӑл виҫӗ хут иртӗ, вӗсенчен пӗри — апрелӗн 12-мӗшӗнче — Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулса тӑрать.
Унсӑр пуҫне ӗҫсӗррисене тӗрлӗ программӑсен шайӗнче ӗҫлеме, сезонлă ӗҫсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Çурхи-ҫуллахи-кӗрхи тапхӑрта ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗçлекенсем ҫитмеҫҫӗ.
— Ӗҫсӗррисене ӗҫе вырнаҫтарма федерацин ятарлӑ программисене пӑхса хӑварнӑ. Пирӗн районта вӗсем ӗҫлеҫҫӗ-и?
— Ҫак программӑсем темиҫе ҫул-йӗрлӗ пулнинчен пуҫлатӑп. Ҫак тӗллевсем программӑсене кӗреҫҫӗ: организаци банкрота юлнă вăхăтра ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсене пулӑшасси; халӑх тупӑшне ӳстерсси; иккӗмӗш профессие алла илме пулӑшасси тата ытти те.
Ҫавӑн пекех, хар-пăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен валли те ятарлӑ программӑсем пур. Сӑмахран, уйрӑм предпринимателӗн фермер пулма май пур.
Социаллӑ хӳтлӗх кирлӗ граждансен уйрӑм ушкӑнӗсемшӗн (сывлăх тӗлӗшӗнчен хавшакрах ҫынсем, ҫул ҫитмен ачасене воспитани паракан пӗччен хӗрарăмсем тата нумай ачаллӑ амӑшӗсем, ирӗклӗхсӗр вырӑнсенчен тухнисем), вӗсене харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерме шутланă вăхăтра, уйрӑм компенсацисен тӳлевне пӑхса хӑварнӑ.
Граждансен паллă пӗр категорийӗсемшӗн «Демографи» наци проекчӗ тӑрӑх тӳлевсӗр вӗрентӳ программи те вăйра. Кӑҫал унӑн юлашки ҫулӗ, ҫавӑнпа тӗрлӗ професси алла илес текенсене пурне те тимлӗ пулма сунатӑп. Программӑна суйласа илсе, ăна уйрăм кабинет урлă «Работа России» порталта ҫырӑнма пулать.
Асӑннӑ программӑпа ӗçе вырнаçтарнă граждансенчен 50 ҫултан аслӑрах пулнисем, декретри хӗрарӑмсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, вӗсен ҫемйисен членӗсем тата ыттисем те усă курма пултараҫҫӗ.
— Сывлăх енчен çирӗп мар ҫын ӗҫе вырнаҫасшӑн пулсан? Ҫавӑн пек ҫынсене пулӑшу пăхăннă-и?
— Социаллӑ фондран илнӗ даннăйсене пăхсан, районта ӗҫлеме пултаракан 588 ҫын сывлăх енчен çирӗп мар. Вӗсенчен 414шӗ ӗҫлемеҫҫӗ.
Паянхи куна пирӗн ҫавӑн пек 66 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтермелле.
— Эсир ӗç вырӑнӗсем пур терӗр. Района мӗнле професси хуçисем кирлӗ?
— Механизаторсем, шоферсем, культура, почта ӗҫченӗсем, агрономсем тата ытти специалистсем те кирлӗ.
Ӗç тата ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан пӗтӗм вăйри тата кӗтнӗ программӑсене, пулăшу мерисем çинчен мӗнпур информацие, законсенчи улшăнусене центрăн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех социаллӑ сетьсенчи — «ВКонтакте», «Телеграм» ушкăнсенче вырнаҫтарса пыратпӑр.
Пирӗн адреса пурте пӗлеҫҫӗ — центр районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн зданийӗнче вырнаçнă. Ӗҫлес текен ҫын килтӗрех! Эпир кашнинех хӑйне кӑмӑла каякан ӗҫ тупма пулӑшма хатӗр.
Телефонсем: 2-24-51, 2-25-87.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев