Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗҫлеме пӗлекен ҫын начар пурӑнмасть

«Ӗçе пуçлакан фермер» программи енӗпе виҫӗ миллион тенкӗлӗх грант выляса илнӗ Тухфатуллинсем кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса  илессипе интересленеççӗ грантсем – ӗҫлекенсене пулӑшу

Ӗçлеме кăмăлӗсем пулнисене патшалӑх тӗрлӗрен пулăшу парать. Ӗлӗкхи ҫулсенче ӗҫе пуçласа ярас тата ӗçе çирӗп сарса ярассишӗн парăннă миллион тенкӗсем çине хӑш-пӗрисем шикленсе пăхрӗç. Нумайӑшӗшӗн ӗç мӗнле килсе тухасси хăратрӗ. Тухфатуллинсен ҫемйине вара йывӑрлӑхсем хӑратмаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен Фанис та, Резида та ялта çуралса, ӗçпе воспитани илсе ӳснӗ çынсем.

Пӗтӗмлетсе каласан, эпир 2010 ҫултанпа ӗнтӗ хурсем ӳстерессипе çирӗп ӗçлетпӗр. Ӗҫе темиҫе теҫетке хуртан пуҫланăччӗ. Иртнӗ çул 500 хур чӗппи илсе ӳстертӗмӗр. Кӑҫал ӗнтӗ профессильле шайра интересленме шут тытрăмăр.  Ҫак тӗллевпе  республика конкурсӗнче хутшӑнса, виҫӗ миллион тенкӗлӗх  грант çӗнсе илтӗмӗр. Хур ӳстересси вӗт вăл тутарсен хăйне евӗрлӗхӗ. Наци хӑйне евӗрлӗхлӗ пулни кăна мар, лайăхах темелле тупăш та кӳрет, – тесе калаçать Резида.

Çемье иртнӗ çул Ҫӗнӗ Ҫӗпрелӗн хӗвелтухӑҫ енчи анлӑ уй-хиртен пӗр гектар ҫӗр лаптӑкӗ илнӗччӗ. Грант çӗнсе илсе,  хурсене виçӗ пин пуçа çитерсен, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çак фермер хуҫалӑхне тата виҫӗ гектар ҫӗр илме сӗннӗ.

– Хурсем ӳстерекен пирӗн фермер хуҫалӑхӗ ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ. Çемçе тӗклӗ пусма тавар евӗр симӗс çаранлăха çурмалла пайласа юханшыв юхать. Хурсене шыв кирлӗ, вӗсем – шыв кайӑкӗсем. Акӑ зданисене тума пуҫларăмăр. Вӗсем хӗллехи тата ҫуллахи пулӗҫ. Кунта хурсене ӗçтерсе-çитерме хатӗрсем те хурăпăр, ӗçлекенсем валли  канмалли пӳлӗмсем те пулӗç,– тет Фанис.

Строительство ӗçӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, виҫӗ пин хур кӳрсе парӗç. Укҫана ӗнтӗ Марий-Элри фермӑна тӳлесе те хунă. Кӑҫал «Тухфатуллин Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ 12 тонна хур ашӗ сутма планлаççӗ. Хур тушкисене район çыннисемсӗр пуçне, Хусан, Чӗмпӗр хулисенче те питӗ кăмăлласа илеççӗ иккен. Ӗлӗк те пасарсенче хур тушкисемпе суту-илӳ тунăран, яланхи туянаканӗсем те пур. Хурсене вӗсем ятарлӑ рационпа çитереççӗ. Ҫавӑнпа тушкисем те ăмсанмалăх пулаççӗ.  Хурсен ăш-чиккипе пуçне куç хупса иличчен сутăнса  пӗтет, халăх питӗ юратса илет, теççӗ. Мамӑкӗсене сутас ыйтӑва та татса панă. Вӗсене Ростов хулинчен килсе илеççӗ.

– Çакăн чухлӗ хура мӗнле ӗҫе кӗртсе пӗтеретӗр? –тесе интересленсе ыйтрăм вӗсенчен.

– Пирӗн 15-16 ҫыннăмăр пур. Питӗ пӗлсе, ăста ӗҫлеҫҫӗ. Тавтапуҫ вӗсене, – тет Резида.

Фермерсем малашне хӑйсен ӗҫӗсене тата та анлӑлатма шутлаççӗ.  Çырчалли чӑх-чӗп фабрикипе калаҫусем илсе пынă. Çӑмарта тӑвакан 500 пуç чӑхă илсе килесшӗн. Вӗсен çăмартисене те суту-илӗве кăларма планлаççӗ. Ку вара, малашне, паллах.

– Районта нумай хур ӳстерекенсем тата та пур. Пӗр-пӗрне конкуренци кăларса тăратмастăр-и? - тесе те интереслентӗм вӗсенчен.

– Ҫук, пачах урӑхла, эпир канашласа, пулăшса, пӗр-пӗрин опычӗсене вӗренсе       ӗçлетпӗр, – терӗҫ.

– Эпир кирек мӗнле ӗҫе те пултаратпăр. Халӗ ху мӗн тӑвас тетӗн – ҫавна ӗçле. Тырӑ ӳстеретӗн-и, выльӑх самăртатăн-и, ӗнесем сӑватӑн-и, кайӑк-кӗшӗк ӗрчететӗн-и, сурӑх-качака, лашасем усратăн-и, вӗлле тытатӑн-и... – кăмăлтан ӗçле, мӗнпур майсем пур. Эпир акă хурсем илсе ӳстерсе пăхма шутларăмăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев