Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Лексен, 45 пин тенкӗлӗх штраф тӳлӗн тата «правасӑр» тăрса юлӑн

Ӳсӗр пуçпа автомобильпе çӳренӗшӗн ҫирӗп наказани пӑхса хӑварнӑ.

Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче автоинспекторсем Кивӗ Çӗпрел, Кӗҫӗн Чăнлă тата Çӗнӗ Чукал ялӗсенче пурӑнакан виҫӗ ҫынна тытса чарнӑ, административлӑ протокол ҫырнӑ, вӗсем  ӳсĕрле транспорт хатĕрĕпе çӳренӗ.

Ҫак кунсенче вӗсен тӗлӗшпе Ҫӗпрел районӗнчи 1-мӗш общестăлла суд хӑйӗн йышӑнӑвне кӑларчӗ. Суд йышӑнӑвӗпе айӑпланакансене 45 пин тенкӗ штраф палăртнă, кунсăр пуçне тата 1,5 çула водитель прависӗр хăварнă. 

Районти ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, эрех-сăра ӗçсе, руль умне ларнă водительсене, медицина тӗрӗслевӗнчен пӑрӑнсан та, ҫӳлерех асӑннӑ административлӑ мерӑсем палăртнине пӗлтерет. 

– Руль умне эрех-сăра ӗçнӗ май тепӗр хут ларсан вара, наказани тата çирӗпрех пулать. Вӗсене 3 çула ирӗкрен хăтарӗç. Приговорпа килӗшӳллӗн айӑпланаканăн транспорт хатӗрне конфискацилеме те пултараҫҫӗ,  –  тет тӗп автоинспектор.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев