Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Лейсан Яфизован пахчи шавлӑн чечекленет

Тавралӑха илем кӳрсе

Кашни ялтах пахчинче тӗрлӗ чечек ҫитӗнтерекен ҫынсем пур. Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурӑнакан Лейсан Ильмасовна Яфизова та çавăн пеккисенчен. Унӑн чечексем хушшинче илемлӗн курăнса тӑракан кил умӗ аякранах илӗртет.

Пахчинче чечекӗсем те тӗрлӗрен. Вӗсемсӗр пуçне Лейсан помидор, хӑяр, купӑста, дыня тата арбуз та ӳстерет. 

Хӑй вӑл Кивӗ Чукал ялӗнчен. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар хулинче обществӑлла апатлану технологӗн специальноҫне алла илет. Диплом илнӗ хыҫҫӑн тăван ене таврӑнать. Малтан районти Ӗç тăвакан комитетăн зданийӗнчи буфетра ӗҫлет, унтан «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумне» куҫать. Паян вӑл техникумра, технолог пулнă май, поварсен ушкӑнӗнчи студентсене пӗлӳ парать. 
Лейсан каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта унӑн 1 курс студенчӗсене вӗрентме тӳрӗ килнӗ. Ку ушкӑнра 17 студент повар специальноҫне алла илет. Ку ҫул тата та яваплӑрах — студентсем 4 курса куҫнӑ, диплом хӳтӗлӗç.
Лейсанăн пахчинчи ӗҫӗ те ҫуркунне пуҫланса, кӗркуннечченех пырать. Уйрӑммӑнах вӑл петуние юратать. Петуни чечекӗсен калчисене те хӑех тăвать. 

— Петуни чечекӗсен вӑрлӑхне эпӗ январь уйӑхӗнчех тăпра тултарнă ещӗксене акса хӑваратăп, вӑрлӑх шăтса тухсан вара, калчасем кăштах ҫирӗпленсен, уйрӑмшарӑн куҫарса, ӑшӑ стеллажсем ҫине вырнаҫтаратӑп. Стеллажсем тума мана мăшăрăм пулӑшрӗ. Калча илемлӗ ӳстӗр тесен, ӑна яланах пăхса тăмалла, вӑхӑтра шӑвармалла, тӑприне ҫемҫетмелле... Чунна парса пăхсан кăна, вӗсем сана савӑнтарӗҫ, чечекленӗҫ, — тет Лейсан.

Пӳртӗнче те чечексем нумай ӳссе лараççӗ унăн. Чӳрече сакки çинче те, урайне лартнă савăтсенче те чечексем пайтах. Улма-ҫырла тӗмӗсенчен тата мӗнлисене кӑна лартман-ши(!) «Ҫуркуннехи сивӗсем ҫимӗҫ тӗмӗсен чечекӗсене вӗтелесе кайнă, ҫавӑнпа ҫимӗҫпе питех савӑнтармарӗç», — тет Лейсан.
Арбузсемпе дынӑсем вара ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, çу тăрăшшӗпе ҫырлисемпе килентерекен виктори те веçех чечекре. 

Вӗсен теплицӑсем те пур. Унта хӑяр лартнă, помидорсем уҫӑ сывлӑшра ӳсеççӗ, тунисем ҫинче хӗрелнисене пуҫтарса кӗртнӗ. «Кӑҫал хӑяр та, помидор та нумай, тирпейлеме те вăхăт çитерме пулмасть», — тет Лейсан.

— Лайӑх тухăç пухса илес тетӗн пулсан, чăрмавсенчен хӑрамастӑн ӗнтӗ. Чечексене те, пахчаҫимӗҫсене те юратса ҫитӗнтермелле, пӑхмалла, шăвармалла. Вӗсем санӑн чун ӑшшине туяҫҫӗ пек, — тесе калаçрӗ ӗçчен пахчаçă. 

Лейсан районти конкурсра хутшӑннӑ автоледи. Кӑҫал вӑл хӗрарӑм водительсем хушшинче ирттернӗ конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑна çӗнсе илчӗ. 

Чечексем юратакан ҫыннӑн чунӗ те, пурнӑҫӗ те илемлӗ пулать, теҫҫӗ. Лейсан Яфизована çак сӑмахсем уйрӑмах тӳрӗ килеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев