Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Легендарлă çынсене палăртасси малалла пырать

Ҫӗпрел районӗн историйӗнче витӗмлӗ йӗр хӑварнӑ Зайдулла Зариповӑн, Иван Матвеевӑн ячӗсене ӗмӗрлӗхех палӑртса хӑварчӗç. Мероприятисем ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул, района – 90 ҫул, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртрӗç

Истори тата çынсем Зайдулла Зарипов ячӗпе асăну хăми

 

Зайдулла Зарипов ячӗпе асăну хӑмине уҫма халалланӑ торжествăлла митингра ТР Патшалӑх Совечӗн ертӳçин çумӗ, «Мэрхэмэт-Милосердие» хӗрарӑм депутатсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Татьяна Ларионова тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗҫ.

Зайдулла Зарипов 1913 ҫулта Ильмет Чаткас ялӗнче ҫуралнă. 1942 ҫулта фронта кайнă. Калинин, 1-мӗш Балти фронтӗнче ҫапӑҫать. 1946 ҫулта демобилизациленет. Çав çултан пуçласа 1965 ҫулччен вӑл район судӗнче судья пулса ӗҫлет. Ҫав ҫулсенче районта 50 пине яхӑн ҫын шутланать, Зайдулла Зарипов вара пӗртен-пӗр судья пулать.

Тӑван çӗршывăн Аслă вӑрҫин II степень, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, «Кенигсберга илнӗшӗн», «Германие Çӗнтернӗшӗн» медальсемпе, СССР Юстици министерствин тата ТАССР Аслă Совечӗн Тав ҫырӑвӗсемпе парнеленнӗ. Вӑл 1966 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять.

– Зайдулла Зарипов  – вӑрҫа кайнӑ 750 пин Тутарстан çыннисенчен пӗри, шел пулин те, вӗсенчен ҫурри каялла таврăнайман. Эпир яланах вӗсем çинчен аса илме,  паттӑрлӑхӗсене çӗнетме тивӗçлӗ.  Паянхи пулăм  Ҫӗпрел районӗшӗн кӑна мар, Тутарстан тата пӗтӗм ҫӗршывшӑн та пӗлтерӗшлӗ, – тесе палӑртса иртрӗ  Татьяна Ларионова.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Зайдулла Зарипова ӗмӗрлӗхех асра хӑварас енӗпе инициатор – ӗҫ ветеранӗ Абдулхарис Алимов пулни çинчен те каласа иртрӗ.

– Зайдулла Зариповичӑн пурнӑҫ ҫулне хӑюллӑ паттӑрлӑх теме пулать. Уншӑн «чыс» сӑмах ахаль сӑмах кӑна мар, пурнӑҫ тӗллевӗ  пулнӑ. Эпир вăл иртнӗ паттӑрла ҫула асра тытмалла, унпа танлашма тата ҫамрӑк ӑрӑва тӗслӗхе илме парса хăварма тивӗçлӗ, - терӗ Марат Гафаров.

Район сучӗн ертӳçи  Алсу Ракипова тата Зайдулла Зариповичăн ывӑлӗ Фрид Зарипов та ентешӗмӗр çинчен, вăл хӑйӗн ӗҫне чыслăн пурнӑҫлани ҫинчен каларӗç. Ывӑлӗн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, ашшӗ хӑйӗн ӗҫӗсӗр пуҫне, обществăпа парти ӗçӗсенче те активлă хутшӑнать, ҫавӑнпа та нумай чухне суд ӗçӗсене вырсарникунсенче  пӑхса тухнă.

Мероприятире, ҫавӑн пекех, ӗҫ ветеранӗсем, Афганистанри çапăçу юхăмӗнче хутшӑннисем, вӗренекенсем, район халăхӗ хутшӑнчӗ.

И.Матвеевăн ӗçне  манман

 

1942 ҫултан пуҫласа 1958 ҫулччен вӑл районти тӗп больницăра тӗп врач пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче фронтӑн малти линийӗнче ҫапӑҫнӑ. Районти тӗп больницăн территорийӗнче Иван Матвеева асӑнса митинг пулчӗ.

Савӑнӑҫлӑ митингра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, тӗп больницăн врачӗ Ильмас Шигабутдинов, Хусанти 7-мӗш номерлӗ больницӑн представителӗсем, ҫавӑн пекех медицина ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

– Паян эпир Иван Николаевич Матвеевăн ятне тӑван ен историне яланлӑхах ҫырса хӑваратпӑр, паллах, çак ӗçӗмӗрпе – çавăн пек аслă врача тата хирурга пирӗн районта пурӑннӑшӑн тата ӗҫленӗшӗн тав тунине пӗлтеретпӗр, – терӗ Марат Гафаров мероприяти пынă вăхăтра.

Мероприяти пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каланӑ май, тӗп врач Ильмас Шигабутдинов, ăна  ашшӗ тата аслисем каланă тăрăх, пӗлетӗп, – терӗ.

Вӑл питӗ лайӑх хирург, çӗршывшăн чи йывӑр вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи çулсенче те ӗçленӗ врач. Çав çулсенче сиплеме условисем пулман, тӗрлӗ чир-чӗр вара нумай пулнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех пурнăçне сӑваплӑ ӗҫе, çынсен сывлӑхне сыхлама халалланӑ хисеплӗ врач ячӗпе асăну хӑми районти тӗп больницăн стени ҫинче вырнаçни – пирӗншӗн пысӑк чыс, – тесе çирӗплетрӗ Ильмас Шигабутдинов.

Иван Николаевич 1905 ҫулта Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти медицина институтӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн тăван енӗнче ӗҫлеме пуҫлать. 1942 ҫултан пуҫласа 1958 ҫулччен Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи тӗп больницӑра ӗҫлет. Шел пулин те, вӑл нумаях пурӑнайман, 59 ҫулта пурнăçран уйрăлса кайнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев