Квалификациллӗ электронлӑ алă пуснине – налук служби урлӑ
Хыпарсем

Квалификациллӗ электронлӑ алă пуснине – налук служби урлӑ

Ку паха

2022 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен коммерциллӗ организацисен удостоверенийӗсенче кӑларакан квалификациллӗ электронлӑ алӑ пуснисене вăйран кăлараççӗ. Ҫак алӑ пуснисене илесси Раҫҫей федераллă налук службин полномочийӗсенче юлать тата вӗсене тӳлевсӗр пурнӑҫлаҫҫӗ.

Квалификациллӗ электронлӑ алӑ пусассине илессишӗн  кирек мӗнле налук органне те кӗме пулать. Заявленисене парассин чи лайӑх мелӗ вӑл онлайн  форматпа –  налук тӳлекенӗн уйрăм кабинечӗ урлӑ.

Квалификациллӗ электронлă алӑ пуснипе ытларах юридически сӑпатсем, уйрӑм предпринимательсем, нотариуссем усӑ кураҫҫӗ.

Хушма информацие илессишӗн Раççей Федераллă налук службин Пӗрлехи контакт-центрне 8(800)222-22-22 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пӗлме май пур.


Нет комментариев