Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кун йӗркинче – çулсем çинчи хӑрушсӑрлӑх

Çак кунсенче комисси ларӑвӗнче паха ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.

Ларӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн ертӳçи Данис Сатдинов ертсе пычӗ.

ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, район центрӗнче тата халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, ҫавӑн пекех, федераллă пӗлтерӗшлӗ «Ҫӗрпӳ – Ульяновск» автоҫул ҫинче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем кӑҫал регистрациленмен. Регионти пӗлтерӗшлӗ Хусан – Ульяновск – Кивӗ Ҫӗпрел  тата Кивӗ Ҫӗпрел – Хураката – Шланка автомобиль ҫулӗсем ҫинче 2 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă. Аварисем водительсем çул-йӗр правилисене пӑснӑран килсе тухнă.

Районти ГИБДД начальникӗ хӑйӗн сӑмахӗнче, ҫавӑн пекех, ӳсӗр водительсене тупса палӑртасси пек, автомашина çӳретекенсем тата ҫуран ҫӳрекенсем ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалли паха ыйтусем çинче чарӑнса тӑчӗ.

«Главтатдортрансӑн» тӗп специалисчӗ Ягфар Абдуллин районти вырăнти пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмӗшле усă куракан автомобиль ҫулӗсем ҫинче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене асӑрхаттарас енӗпе усă курăнакан мерӑсем ҫинчен калаçрӗ.

Ҫӗпрел районӗн территорийӗ урлӑ иртекен федераллă «Ҫӗрпӳ – Ульяновск» федераллă автомобиль ҫулӗн кураторӗ Евгений Кулыгин районти пӗтӗмӗшле усӑ куракан автомобиль ҫулӗсем ҫинчи ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене сирес тӗлӗшпе мерӑсене палăртрӗ.

Районти çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов районти шкулсенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур профилактика мероприятийӗсене педагогсемпе тата ГИБДД ӗçченӗсемпе пӗрле ирттернине палӑртрӗ, шкул ҫумӗнчи лагерьсенче тата «Чайка» лагерьте каникул вӑхӑтӗнче ачасемпе ирттерекен мероприятисем çинчен те каласа иртрӗ.

«Атӑл-Вятка çул-йӗр агентствин федераллă автомобиль ҫулӗсен управленийӗн» начальникӗ Ильдар Мингазов ятӗнчен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тӳрремӗнех витӗм парса тӑракан юр кӗрчӗсенчен, ҫил-тӑманран ҫулсене хӳтӗлемелли мерӑсем йышӑнасси ҫинчен районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин инфратытӑма аталантарас енӗпе ӗҫлекен çумӗ Ильгам Бикчуров тухса каларӗ.

«Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» ГБУ Хусан хулинчи территорири управленийӗн начальникӗ Наиль Агишев ҫул хӗрринчи йăрăмсен ыйтăвӗсем çинче чарăнса иртрӗ. Ҫӗпрелӗнчи пушарпа ҫӑлав гарнизонӗн пуҫлӑхӗ Роман Колпаков пушар сӳнтерекен машинăсем пек ятарлă техникăна автомобильсем çул панине сăнаса тăма сӗнчӗ.

Лару вăхăтӗнче, çаплах, ачасем ҫуллахи тапхӑрта мотоциклсемпе тата скутерсемпе ҫӳренине тӗрӗслес ӗҫе вӑйлатмаллине палӑртрӗç.

Комисси ертӳçи Данис Сатдинов ларӑва  пӗтӗмлетсе, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси яланах контрольте пулмаллине палӑртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев