Культура ҫурчӗ ҫӗнӗ  тӗс илет
Хыпарсем

Культура ҫурчӗ ҫӗнӗ  тӗс илет

Районта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене тӑвас тата юсас ӗҫ малалла пырать

Анат Хураката ялӗнчи Культура çуртӗнче юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Ăна «Культура» наци проекчӗн программипе пурнăçлаççӗ. Юсав ӗçӗсемшӗн 12 миллион тенкӗрен ытла укçа тӑкакланӗ.

Программӑпа килӗшӳллӗн Культура çуртӗнче ӑшӑпа, шывпа тивӗҫтермелли тата шыв кăлармалли система,  электричество ӗҫӗсене илсе пыраççӗ.  Фойе, сцена урайӗсем, стенисем çӗнелеççӗ, алăксене улăштараççӗ.  Ҫакăн хыççăн, библиотека та çӗнӗ тӗс илӗ. Çаплах, Культура çуртне кӗмелли çула та çӗнӗрен тăвӗç.

Хуракатара Культура çурчӗн  зданине икӗ хутлă 1967 ҫулта туса лартнă пулнă. Чи малтан ăна йывӑҫран тунӑ,  Шараф Мударрис ятне çӳретме пуçлать.  Унтан çунса каять, хальхине 1992 ҫулта çӗнӗрен, кирпӗчрен,  купаласа лартнă. Культура вучахӗ ялăн варринче вырнаçнă. Юнашарах шкул тата ача сачӗ, лавкка, мечӗт вырăн илнӗ.

– Культура çуртне юсасса тахҫанах кӗтеттӗмӗр. Здани çакăнтан темиҫе ҫул каялла пӗтӗмӗшле авари шайӗнче юлчӗ. Ҫумӑр шывӗ юхса, стенасем ишӗлсе анас хӑрушлӑх пурччӗ. 2015 ҫулта унăн тӑррине улăштарчӗç, чӳречесене, алӑксене лартрӗç. Кӑҫал вара ăна малалла тăсса, шал енчен туллин  тирпей-илем ӗҫӗсем пуҫланчӗç, – тесе калаçрӗ ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Рафик Замалетдинов.

Гульсина Чабаева, илемлӗх ертӳҫи:

– Культура ӗçӗ-хӗлӗнче 2005 çултанпа вăй хуратăп. Çӗнӗрен юсав ирттернӗ Культура ҫурчӗ яла илемлетсе, ҫамрӑклатса тăрӗ. Унта асли те, кӗҫӗнни те хаваспах ҫӳрӗ, тесе шанатӑп.

 

Справка

Районта  23 ялти Культура çурчӗ, 14 ял клубӗ, 1 районти Культура çурчӗ ӗҫлет. Паянхи кун культура учрежденийӗсенчен 10шне тӗпрен юсамалла. 2012 ҫултан пуҫласа «Ял клубӗсем»  программӑпа килӗшӳллӗн Шланка, Хурăнвар-Шăхаль, Çӗнӗ тата Кивӗ Йӗлмел, Тутар Шатăршан, Чăваш Паснапуç, Чăваш Шемӗршел, Анат Чакă ялӗсенче çӗнӗ зданисем хута кайрӗç. Иртнӗ çул  Чăваш Çӗпрел ялӗнчи Культура çуртне юсанӑ.


Нет комментариев