Культура мероприятийӗсем
Ҫӗнӗ ҫул уявӗн кунӗсенче парксенче кану мероприятийӗсене районти культура ӗҫченӗсем, «Созидание» ҫул ҫитменнисемпе çамрăксен клубӗ, «Малтисен юхăмӗ», пӗлӳ паракан шкулсен, ача сачӗсен, ачасен пултарулӑх çурчӗн представителӗсем йӗркелерӗç.
Кашни мероприятийӗн тӗп геройӗсем Хӗл мучипе Юр пике пулчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле ачасемпе аслисем чӑрӑш тавра çаврăнчӗç, юрӑсем шӑрантаратчӗҫ, вӑйăсенче хутшӑнчӗҫ, паллах, хӑйсен ҫӗнӗ ҫул сунӑмӗсене палăртрӗҫ.
Палӑртмалла: ҫак кунсенче районти Культура çуртӗнче кинотеатр та шăп тăмасть. Каникул вӑхӑтӗнче кинофильмсене 2000 яхӑн ҫын пăхнă.
Ялсенче те хаваслӑ мероприятисем иртрӗҫ. Аслă çулсенчисем хӑнана килнӗ мӑнукӗсемпе пӗрле ту çинчен йӗлтӗрпе ярӑнчӗҫ, ачасем сӑвӑсем пӑхмасӑр вуларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ. Хӗл мучисемпе Юр пикесем вӗсене парнесем валеҫрӗç.
Малалла тăсса
Раштав тата Кивӗ Çӗнӗ ҫул уявӗсем умӗн те районта тата ял тăрăхӗсенче хаваслӑ, кăмăллă мероприятисем иртрӗҫ. 2026 ҫул тӗрлӗ культура, спорт мероприятийӗсемпе те тулли пуласса шантарать. Чи пахи – вӗсем пире лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелеччӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев