Кубока Пăвасем ҫӗнсе илчӗҫ
Турнир кăçалхипе 15-мӗш хут иртрӗ
«Алтын Барс» пӑр аренинче, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе, Фанис Загреев кубокӗшӗн шайбăллă хоккей енӗпе арҫынсем хушшинче районсем хушшинчи турнир иртрӗ. Унта тӑватӑ район: Ҫӗпрел, Апастово, Пӑва тата Кайбăç командисем хутшӑнчӗç.
Спортсменсемпе спорта юратакансене турнира уҫнӑ ятпа район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен, туризм тата спорт пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗç, командăсене ҫӑмӑл ҫӗнтерӳсем сунчӗҫ. Вӑйӑсене Фанисăн мăшăрӗ Эльвира тата ывӑлӗсем те пăхрӗç. Пӗр ывӑлӗ районăн пӗрлештернӗ составӗнче хăй те хоккейла вылярӗ.
Пӑр ҫине чи малтан Кайбăç тата Пӑва районӗсен пӗрлештернӗ командисем тухрӗҫ. Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе Пӑва районӗн команди 1-мӗш вырӑна, турнирăн кубокне çӗнсе илчӗ, иккӗмӗш вырӑна — Ҫӗпрел районӗн команди, виҫҫӗмӗш вырăна — Апастово районӗн команди.
Дамир Аухадина (Кайпăç) чи лайӑх хӳтӗлекен тесе йышӑнчӗç, чи лайӑх тапӑнакан — Айрат Шайхутдинов (Апастово), чи лайӑх вратарь — Алмаз Низамов (Ҫӗпрел), чи лайӑх вӑйӑçă — Денис Хасанов (Пӑван) пулса палăрчӗç.
Номинацисем енӗпе мӗнпур призерсемпе чи лайӑх вылякансем дипломсене, кубоксемпе тата укҫа-тенкӗ парнисене тивӗçлӗ пулчӗç.
Турнирăн спонсорӗсем — Фанис Загреевӑн тусӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев