Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

КУБОКА ХĂНАСЕМ ИЛЧӖÇ

Тутар АССРӗ йӗркеленнин 100 çуллăхне тата Çӗпрел районӗн 90 çуллăхне тивӗçлипе кӗтсе илессишӗн Çӗпрел районӗнчи «Алтын Барс» пăр аренинче Ильдар Халиуллова халалланă, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗн куçса çӳрекен Кубокӗшӗн тата призӗсемшӗн хоккей енӗпе ХХII районсем хушшинчи уçă турнир иртрӗ.

Кăçалхи турнирта республикăн Атăл тăрăхӗн зонине кӗнӗ Апас, Пăва, Кайпăç, Теччӗ, Çӗпрел районӗсен пӗрлештернӗ чи лайăх хоккей командисем тата районти Хулаçырми команди хутшăнчӗ. Турнира уçмалли уявра районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов, çамрăксен ӗçӗсем тата спорт уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов, Ильдар Халиулловăн ывăлӗ Тимур хутшăнчӗç. Вӗсем пирӗн хушăран питӗ çамрăклах уйрăлса кайнă Ильдар тӗлӗнмелле   лайăх спортсмен пулнине тата районăн спортне аталантарма нумай вăй хуни çинчен тунсăхласа аса илчӗç. Тимур вара ашшӗне хисеплесе çапла çулсерен пысăк ăмăртусем ирттернӗшӗн район ертӳçисене тата спортсменсене тав тунине пӗлтерчӗ.

Аренăра кӗрешӳ хӗрӳ пычӗ. Пӗрремӗш вăйăра пăр хуçисем Атăл тăрăхӗнчен килнӗ Теччӗ командине 17:0 шутпа çӗнтерсе, куçса çӳрекен кубокшăн чăнласа кӗрешнине çирӗплетрӗç. Ытти командăсемпе тӗл пулнă вăхăтра та Çӗпрел команди илемлӗ вăйă кăтартрӗ тата финала тухрӗ. Иртнӗ çулти пекех пирӗннисемшӗн тӗп соперниксем Кайпăç хоккеисчӗсем пулчӗç. Çак икӗ команда хушшинчи финал вăййи 3:3 шутпа вӗçленсен, судьясем овертайм палăртрӗç. Çӗнтерӳ телейӗ хăнасене пӳрчӗ –  кайпăçсем кубок хуçисем пулчӗç. Виççӗмӗш вырăншăн Хулаçырми ялӗ тата Апас районӗн пуçтарăннă командисем кӗрешрӗç. Турнир вӗçленсен, призерсене район пуçлăхӗ Марат Гафаров саламларӗ. Вăл мӗнпур хутшăнакансене, куракансене тав тунине пӗлтерчӗ тата Кайпăç командин капитанне куçса çӳрекен кубок пачӗ. Парнеленӗ вăхăтра кашни командăн чи лайăх выляканӗсем хисепе тивӗçлӗ пулчӗç: сыхлакансем, хапхаçăсем тата тапăнакансем асăнмалăх парнесем илчӗç. 

Турнирта тӗп судья – муниципаллă шайри судья Ильдус Мушарапов пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев