Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Ку пурнăçа курнишӗн савăнатăп»

Иртнӗ эрнере Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Джамиля Зайнулловна Фатхуллова хӑйӗн 95 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ.

Ҫак кун хисеплӗ ветеран районти ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫинчен Рустам Мухаметзяновран, Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Фаиль Фатхулловран ӑшӑ саламсем илчӗ. Хӑнасем хисеплӗ ветерана юбилей ячӗпе саламларӗҫ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе саламлӑ открытка, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе парнесем, чечексем пачӗҫ, сывлӑх, телей, нумай ҫул пурӑнма сунчӗҫ.

Джамиля Зайнулловна Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин йывӑр тапхӑрне тӳрӗ килнӗ. Ҫитӗннисемпе юнашар тӑрса, мӗн ачаранпах нумай ӗҫлеме тивнӗ унӑн. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартас тесе ӗҫленӗ пулсан, вӑрҫӑ хыҫҫӑн илемлӗ те мирлӗ пуласлӑхшӑн вăй хунă. Юбилярӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ колхозпа ҫыхӑннӑ, тӗрлӗ ҫулсенче унӑн тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама тивнӗ.

Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем сакӑр ача пăхса ӳстереççӗ, вӗсенчен пурне те пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Хăйӗн пурнӑҫӗнче Джамиля Зайнулловнана хуйхине те, савӑнӑҫне те курма тивнӗ. Вӑл хӑйӗн виҫӗ ачине пытарнӑ.

Джамиля аппа вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче нумай йывӑрлӑхсемпе хӗн-хур тӳссе ирттернӗ пулин те, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне ӳпкелмест. «Эпир ӗҫрен хӑрамарӑмӑр, хамӑра мӗн хушнине ӗçлерӗмӗр, мӗншӗн тесен ку çапла пулма тивӗçлӗччӗ», — тет вӑл.

Хальхи вӑхӑтра ҫулла Джамиля аппа хӑйӗн килӗнче, хӗлле — хӑйӗн ачисем патӗнче пурӑнать. Ачисем черетпе амӑшне пӑхса тăраççӗ. Джамиля аппан хӗрӗсем — Сарияпа Венера та ялта пурӑнаҫҫӗ, кашни кунах амӑшӗн халне пӗлсе тăраççӗ, хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. 

Аслă çулсенче пулин те юбиляр хӑйне лайӑх туять, астăвăмӗ те лайӑх. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн инҫет тӑванӗсене, вӗсен ачисене пурне те астӑвать. Иртнӗ ҫулсенчи ӗҫсем ҫинчен нумайӑшне каласа пама пултарать. 

— 95 ҫула ҫитиччен пурӑнни — маншӑн пысӑк телей. Нумай куртӑмӑр эпир, тӳссе ирттертӗмӗр. Анчах нумайӑшӗ паянхи телейлӗ пурнӑҫа кураймарӗҫ, — тет Джамиля аппа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев