Хыпарсем

Ку мӗн тата?! Хӑмӑр-мрамор хăнтăли

Специалист канашӗ

 

«Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗ хуҫалӑхсене, халӑха тата организацисене Краснодар крайӗнче хăмăр-мрамор тӗслӗ хăнтăла уçăмланни тата вӗсем йӗри-тавралăха сарăлас хăрушлăх пулни çинчен асӑрхаттарать.

 

– Хӑмӑр-мрамор тӗслӗ хăнтăла (Halyomorpha halys Stal.) – Еврази экономика пӗрлешӗвӗн карантин объекчӗсен пӗрлехи списокне кӗрекен карантин объекчӗ. Вӑл транспорт хатӗрӗсем тата унти çăк, уйрăмах  строительство конструкцийӗсем, ӳсентӑрансем урлă сарăлать. Мӗнпур улма-çырлана тата пахча культурисене, пахчаҫимӗҫсене, виноградсене, декоративлӑ ӳсентӑрансене, фасоль, соя, кукуруза пек культурăсене, çумкурăксене сиенлет, – тет «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Раиль Абузяров.

Специалист каланӑ тӑрӑх, çак карантин объекчӗпе  сиенленнӗ чухне ӳсентăранăн  çулҫисемпе ҫимӗҫӗсенче шӑтӑксем пулса каяççӗ, вӗсем урлă бактерисем кӗрсе, тӗрлӗ чирсем кӑларса тăратма пултараҫҫӗ.

Хăнтăлан тӑрăшшӗ 10-17 миллиметр. Тӗсӗ улшӑнса тăрать. Уйрӑмлӑхӗ хăйне евӗрлӗ – мӑйӑхӗсем ҫинче ҫутӑ ҫаврашкасем тата хырӑмӗ айӗнче шурă тата хура тӗссем черетленсе тӑни. Урисем – хӑмӑр тӗслӗ, ҫавăн пекех шурӑ полосасем пур.

«Россельхознадзор»ăн  Тутарстан Республикинчи управленийӗ карантин  объекчӗ курăнсан çакăн çинчен тӳрех управленине пӗлтермеллине аса илтерет.

Тӗплӗнрех информаци илессишӗн «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн фитосанитари надзорӗн, тырă пахалăхне сăнаса тăракан  тата вӑрлӑх контролӗн уйрăмне çак адреспа килме: Хусан хули, Оренбург тракчӗ, 20а тата 8 (843) 277-69-26 телефон номерӗпе шăнкăравласа е shn.tatarstan.ru сайта кӗрсе те пӗлме май пур.

 


Нет комментариев