Кӗскен
Заслуги!
Район команди — пӗрремӗш
Иртнӗ эрнере Зеленодольск хулинче патшалӑх тата муниципаллă ӗçченсен спартакиади шайӗнче йӗлтӗр ăмăртăвӗ иртрӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе Ҫӗпрел районӗн команди 1 вырӑна çӗнсе илчӗ. Палӑртса хӑварас пулать, районти муниципаллă ӗçченсен команди йӗлтӗр ӑмӑртăвӗсенче тӑваттӑмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрать.
100 пин тенкӗ — ҫар ҫыннисене
2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, районти тӗп больница республикӑра 1 вырӑн йышӑнчӗ тата 100 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗçлӗ пулчӗ. Ӗҫлӗ тунтикун район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тӗп врача Ильдар Шигабутдинова сертификат пачӗ.
Ильдар Шигабутдинов та, коллективпа канашланӑ хыҫҫӑн, ҫак укҫа-тенке ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакансене пулӑшма яни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсем!
Акӑлчан чӗлхипе тата пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем предмечӗсемпе Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхӑрӗ иртрӗ. Акӑлчан чӗлхипе Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче вӗренекен Камилла Фатхуллова, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем енӗпе Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗнче вӗренекен Всеволод Журавлев призерсем пулса тӑнчӗç.
Вӗренекенсене олимпиадăна кайма Гузелия Фатхуллова тата Анвар Залалтдинов хатӗрлерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев