Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӗрхи каникул пынă хушăра

Мероприятире, çаплах, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн представителӗсемпе районти аттесен совечӗн ертӳçи Ильмир Измайлов та хутшӑнчӗ.

 

Районти ГИБДД, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ӗçченӗсем тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн ҫул-йӗр юхӑмӗн ҫамрӑк инспекторӗсемпе пӗрле «Кӗрхи каникул» профилактика мероприятийӗн шайӗнче ачасемпе тата ҫитӗннисем хушшинче  акци ирттерчӗç.

Мероприятире, çаплах, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн представителӗсемпе районти аттесен совечӗн ертӳçи Ильмир Измайлов та хутшӑнчӗ.

Акци пынӑ май ҫул-йӗр юхăмӗн çамрăк инспекторӗсем мӗнпур  иртен-ҫӳрекенсене тата водительсене те «Çул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх» справочниксем, ҫутта тавăракан элементсем, брелоксем, фликерсем пачӗç тата ҫул-йӗр правилисене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаллине, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе çыхăнмаллине  ӑнлантарчӗç.

– Кун хăвăрт кӗскелнине тата çутçанталăк условийӗсене пула çул-йӗр лару-тăрăвӗ улшăннине шута илсе, çулпа çӳрекен тата çул хӗррипе утакан мӗнпур çыннăн питӗ тимлӗ тата асăрхануллă пулмалла, çутта тавăракан элементсемпе усă курмалла, – тет çавна май Хусан хулин «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пăвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев