«Кӗрхи каникул» профилактика мероприятийӗ пуҫланать
2022 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче, ҫав шутра, Ҫӗпрел районӗнче те, ачасем хутшăннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем килсе ан тухччăр тесе, «Кӗрхи каникул» текен анлă мероприяти иртӗ.
Ачасене транспорт хатӗрӗсенче турттарнӑ чухне аварипе çыхăннă лару-тӑру уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Ачасем нумай пуçтарăнакан вырӑнсенче ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансен çак категори тӗлӗшпе лару-тӑру çивӗчленнипе, ачасене турттармалли правилӑсене пӑснин тӗслӗхӗсене профилактикăлас енӗпе мероприятисем ирттерӗҫ.
– ГИБДД ӗçченӗсен тимлӗхӗнчен ҫул-йӗр правилисене пӑсакан пӗчӗкçӗ çуран çӳрекенсем те аяккинче юлмӗç. Ачасем çул урлă каçмалли правилăсене пӑснӑ фактсене полици ӗçченӗсем ҫул-йӗр юхăмӗн çамрăк инспекторӗсен отрячӗсемпе пӗрле асăрхаттарӗç. Правӑна пӑснисем ҫинчен калакан информацие çуран çӳрекен ачан вӗренӳ вырăнне вӗсемпе профилактика ӗҫӗ илсе пырассишӗн парӗç.
Çавăн пекех, пӗлӳ паракан организацисенче полици ӗçченӗсем вӗренекенсемпе, ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактика калаçăвӗсем ирттерӗç. Тематикăлла лекцисем автотранспорт предприятийӗсенче тата ытти организацисенче иртӗç.
Кунсем кӗскелсе пынӑ май, ир тӗттӗмленме пуçлани, ҫавӑн пекех начар çанталăкпа çыхăннă условисенче, ТР енӗпе Шалти ӗçсен министерствин Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене пурне те тимлӗ, асӑрхануллӑ пулма тата ҫутта тавӑракан элементсемпе усӑ курма чӗнсе калать, – тет çак енӗпе Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев