Кӳршӗ тăван пекех
Гульшат Зяббарова, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, 50 лет Октября урам.
Этемлӗх тӗнчинче ҫемьери хутшӑнусем малти вырӑнта пулсан, тӑвансем хыҫҫӑн вара, пӗр-пӗринпе ҫывӑххисем – кӳршӗсем.
Эпӗ те хамӑр урамри ҫынсем ҫинчен, уйрӑмах хамăн ҫывӑх кӳршӗсем, Еленӑпа Николай Рафиковсем, ҫинчен ҫырасшӑн. Эпир пӗр-пӗринпе тӑвансем пек туслӑ пурăнатпăр. Талăкăн кирек хăш вăхăчӗ пулсан та, пулăшу ыйтсан, халăма ăнланса, килсе те çитеççӗ. Вӗсем питӗ те сапăр, ырӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенӳллӗ, ялан пулăшма хатӗр, ӗçчен çынсем.
Пурнӑҫра тӗрлӗ лару-тăру пулать: газ кӑмаки те сӳнсе ларать, шыв труби те шăтать, электричество çути те сӳнет. Кирек мӗнле йывӑрлӑх килсе тухсан та, пулӑшу пама васканăшăн, эпӗ вӗсене чун-чӗререн тав тăватăп.
Еленăпа Николай – питӗ ӗçчен çынсем. Вӗсен кил-çурт таврашӗ таса та тирпейлӗ, сад-пахчинче тӗрлӗ чечек, улма-ҫырла нумай ӳсет.
Сирӗн ырӑ ӗҫӗрсем ырăпа таврăнччăр. Ачӑрсемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑрччӗ, хаклă кӳршӗсем. Эпӗ сире чунтан тав тӑватӑп! Малашне те кӳршӗсем хушшинчи туслӑх ҫирӗп пулса, пӗрле лайăх пурнӑҫ пурăнма Турă пулăштăрччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев