Кроликсем усрать. 100е çитсе пырать пулин те...
Ҫитӗнсе ҫитсен 4 ҫул ҫар службинче те пулать.
95 ҫул хушшинче мӗн кăна пулман-ши: вӑрҫӑн тертлӗ çулӗсем, ӗҫе халалланӑ ӗмӗр, ачисем, мӑнукӗсем, хуйхи-суйхи те, ытти нумай асра юлмалăх пулăмсем те. Калама кăна ҫӑмӑл, ку пӗр ӗмӗр вӗт! Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Леонид Фомич Куракин ҫак кунсенче акӑ çак асаилӳсене çӗнетрӗ.
Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере, пӗрремӗш ача пулса çуралать. Ашшӗ вӑрҫа каять, ун ҫинчен хыпарсӑр ҫухалнӑ хыпар ҫеҫ килет. Амӑшӗ ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратать. Леонид вара колхоза ӗҫлеме каять, килте тӑванӗсене пулăшать.
Ҫитӗнсе ҫитсен 4 ҫул ҫар службинче те пулать. Унтан ялти лавккана ӗҫе вырнаҫать, колхозра вăй хурать, каярахпа ферма заведующийӗнче ӗҫлет. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, Леонид Фомич яланах ӗçне тӳрӗ кӑмӑлпа, вӗçне çити пурнăçлакан ӗçчен пулса палăрать.
Паян вăл — ялăн хисеплӗ аслă çулсенчи çынни. «Леонид тете нихҫан та ӗҫмен, туртман, ҫынна йывӑр сӑмах та каламан», — тет ун ҫинчен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова.
Мӑшӑрӗпе вӗсем, Валентина Николаевнӑпа пӗрле, 8 ача пӑхса ӳстернӗ. Леонид Фомич мӑшӑрӗсӗр 28 ҫул пурӑнать (мăшăрӗ 1996 ҫулта çут тӗнчерен уйрăлса каять). Пӗр ывăлне те пытарнă Леонид Фомич.
Пӗччен пурӑнатӑп, тесе тăмасть — халичченех картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх, ӗне усранă. Хальхи вăхăтра кроликсем усрама пуçланă. Общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнать. Нумаях та пулмасть пулса иртнӗ Раҫҫей Президенчӗн суйлавне те участока хӑй килсе, сасӑлани ҫинчен те хаçатра ҫырнӑччӗ эпир.
Юбиляра саламлама ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем, район ертӳҫисем килнӗччӗ. Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова Леонид Фомич тӗслӗх пулса тӑнине палӑртрӗҫ, ăна яланах ҫавӑн пек пулса юлма тата юбилей ячӗпе саламласа, ырлăх-сывлăх сунчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев