Реклама
Хыпарсем
Кӗрхи каникулсем те – вӗренӳ – вӗрентессишӗн
2021 çулхи октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, ачасен çул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикăллас енӗпе «Кӗрхи каникул» текен анлă калăпăшлă мероприяти иртет.
Ачасене транспорт хатӗрӗсемпе илсе ҫӳренӗ чухне аварипе çыхăннă лару-тӑру уйрӑмах пӑшӑрхантарать.
Ачасем нумай пуçтарăнакан вырӑнсенче ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансен çак категорипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрăвӗ çивӗчленнипе çыхăннă май, ачасене турттармалли правилӑсене пӑсассине профилактикăллас енӗпе мероприятисем ирттерӗҫ.
– ГИБДД ӗçченӗсен тимлӗхӗнчен ҫул-йӗр правилисене пӑсакан пӗчӗкçӗ çуран çӳрекенсем те аяккинче юлмӗç. Ачасен çул-йӗр урлă каçмалли правилăсене пӑснӑ фактсене полицисем ҫул-йӗр юхăмӗн çамрăк инспекторӗсен отрячӗсемпе, педагогсемпе, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен «Ашшӗ-амӑшӗсен патрулӗ» тата «Ашшӗсен патрулӗ» граждансен инициатива ушкăнӗсемпе, çавăн пекех «Раҫҫей шкул вӗренекенӗсен юхӑмӗнче» организацисен общественнăçӗпе пӗрле асӑрхаттарӗҫ. Правӑна пӑснисем ҫинчен калакан информацие вӗренӳ вырăнне вӗсемпе профилактикăлла ӗҫ илсе пырассишӗн парӗç.
Ҫавӑн пекех, пӗлӳ паракан организацисенче полици ӗçченӗсем вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактикăлла калаҫусем ирттерӗҫ. Тематикăлла лекцисем автотранспорт предприятийӗсенче тата ытти организацисенче иртӗç.
Кунсем кӗскелсе пынӑ май, ир тӗттӗмленме пуçлани, ҫавӑн пекех начар çанталăк условийӗпе çыхăннă условисенче, ТР енӗпе Шалти ӗçсен министерствин Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене пурне те тимлӗ, асӑрхануллӑ тата ҫутта тавӑракан элементсемпе усӑ курма чӗнсе калать, – тет çак енӗпе Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Хăрушă цифрăсем
2021 ҫулхи 9 уйăх хушшинче республикӑри ҫулсем ҫинче 16 çула çитичченхи ачасем хутшăннипе 344 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ регистрациленнӗ, вӗсенче 11 ача вилнӗ тата 370 ача тӗрлӗ шайра çан-çурăм суранӗсем илнӗ.Ҫулталӑк пуҫламăшӗнчен паянхи кунчченхи тапхăрта 11 пассажир-ачан пурнăçӗ татăлнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев