Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ковидлă пурнăç: бизнесшăн патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисем

Предпринимательсене мӗнле финанс пулӑшӑвӗ кăтартни ҫинчен эпир районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин экономика аталанăвӗ, финанссем тата ял хуçалăхӗ енӗпе ҫумӗнчен Ильмир Измайловран каласа пама ыйтрăмăр.

– Ильмир Расихович, ҫакӑн пек условисенче уйрӑм бизнеса мӗнле упраса хӑварма пулать? Ҫакӑн пекки, пӗтӗмӗшле илсен, пулма пултарать-и?

– Пур йывӑрлӑхран та хӑтӑлмалли май пур пулӗ. Коронавирус пандемийӗнче те предпринимательсемпе халӑха пулӑшу памалли майсене те ҫирӗплетсе, пурнӑҫлама тытӑннӑ.Федераллă  программăпа килӗшӳллӗн, ӗçлемен кунсем кӗртнипе çыхăннă май, предпринимательсене грант сӗнеççӗ.

 

Грант – ӗçченсене ӗç укçин минималлă калăпăшран тухса (12 792 тенкӗ) парăнакан укҫа вăл. Сӑмахран, пӗр предприни-мателӗн 5 ӗҫченӗ пур иккен, вӑл хăйне те кӗртсе 6 ҫын валли грант укçине 76752 тенкӗ шайӗнче илме пултарать.

Çак пулăшăва пӗр хутчен параççӗ. Грант укҫисене ӗç укçине пама тытсан, предприниматель унран налук та тӳлемест. Укҫана каялла тавӑрмалла мар. Çак грант укçине 21 тӗрлӗ предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлӗ енӗпе, ҫав шутран обществӑлла апатлану вырăнӗсем, гостиницӑсем, фитнес-центрсем, парикмахер-ӗçченсем, çăк турттаракансем, пассажирсем çӳретекен пек транспорт организацийӗсем те илме пултараҫҫӗ. Çак гранта илмелли майсене федераллă налук службин сайтӗнче, ИННпа кӗрсе, паллашма пулать. Унта çак пулăшусем çинчен ăнлантарнă, çырнă. Грантшăн заявление ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 15-мӗшӗччен Патшалăх службин порталӗнчи уйрăм кабинетран предприниматель хăй те пама пултарать. Ӗҫ тӑвакан комитетăн экономика уйрăмӗн специалисчӗсем те патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курас енӗпе ӑнлантару ӗҫӗсем илсе пыраҫҫӗ. Паян районти 40-е яхӑн предприниматель ӗҫлемен кунӗсемшӗн пулӑшу ыйтса заявлени ҫырчӗ ӗнтӗ. Çавсенчен 12шӗн ҫак укçа-тенкӗсем банкри шут-хисеп счечӗсем çине куçрӗç.

Ҫавӑн пекех предпринимательсене пулӑшассишӗн «ФОТ 3.0» федераллă программăпа килӗшӳллӗн льготăллă кредит пама пăхăннӑ. Программăпа килӗшӳллӗн предпринимательсене  3 процентлă льготăллă кредит сӗнеҫҫӗ. Кредит сумми ӗçлекен  ӗçченсен шутӗнчен пӗр ӗçчене пӗр МРОТ калăпăшне (12792 тенкӗ) хутласа, 12 уйӑха шута илсе параççӗ. Калăпăр, организацире 5 çын ӗçлет, 767520 тенкӗ калăпăшӗнче кредит илме май пур. Кредита илмелли услови – «ФОТ 2.0» программинче хутшăнасси, бизнес ӗҫ-хӗлӗ 2020 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланни. Çак  кредита илнӗ хыҫҫӑн ӗç паракан ӗҫлекенсен шучӗн 90 процентне сыхласа хӑварма тивӗçлӗ пулать, штата кӗскетме пултараймасть. Кредитăн суммине те 6 уйӑх хыççăн кăна тӳлеме пуçлатăн.

– Çаксене федераллă программăсем терӗмӗр. Тутарстан Республики те хӑйӗн предпринимателӗсене хӳтӗлет-и? Мӗнле пулӑшу пирки палӑртнă?

– Чикӗлев мерисем вăйра пулнă вăхăтра Тутарстанăн предпринимателӗсене республика та пулăшать. Сӑмахран, федераллă программăпа усӑ курма пултарайман предпринимательсене 1% «Микрозаем-2021» программăпа килӗшӳллӗн пулӑшу илме май пур. Заемăн сумми 100 пинрен пуҫласа 2 миллион тенкӗччен. Тӳлемелли срокӗ – 3 уйӑхран пуҫласа 24 уйăхчен. Микрозаема суту-илӳ сферин, тара тытман ӗçченӗсем пулман тата гостиница бизнесӗ, кану, спорт енӗпе ӗҫ-хӗл илсе пыракан кӗçӗн тата вăтам бизнес представителӗсем илеççӗ. Льготăллă ставкӑна ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ сахалтан та 90 процентран кая мар сыхласа хăварас условипе сӗнеҫҫӗ, ун пек пулмасан вӑл 5,5 процентпа танлашать.  Заявленисене ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 30-мӗшӗччен ТР Экономика министерствине пăхăнса тăракан ТР Предпринимательствăна пулăшу паракан фонд çак адрес енӗпе йышăнать: Хусан хули, Петербург урамӗ, 28 çурт, 1 этаж. Микрозаемшăн заявление онлайн  РФ ФАСТРЕК. РФ порталӗнче регистрацилеме те пулать. Ҫавӑн пекех, предпринимательлӗхе аталантармалли фондăн районти представителӗнчен Данис Айнулловран ыйтса пӗлме май пур. Предпринимательсене документсене хатӗрлеме те вăлах пулӑшӗ. 8(937)612-98-88 телефон номерӗпе шăнкăравласа бизнесăн пулӑшу мерисем енӗпе тулли консультаци илме май пур.

– Районта юлашки ҫул харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ те ӳсрӗ. Вӗсем укҫа-тенкӗ пулӑшăвӗ çине шанма пултараҫҫӗ-и?

– Районта харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтернӗ 758 çын шутланать. Кăçал  харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене те 50 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран пулăшу мерисем – льготăллă заемсем пама пăхăннă. Çак пулăшупа районти харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем активлă усă курма та пуçларӗç.  Кăмăлӗ пулнă тата харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса регистрациленнӗренпе 1 уйӑх вăхăт иртнисем çак пулăшăва илме пултараҫçӗ. Ҫавна май, предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлассине харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене 75 пин тенкӗ таран тавăрса парăнман  социаллӑ пулӑшу мери пурри çинчен те каласа иртессӗм килет.  Ҫакăншăн физически лицо18 ҫул тултарнă пулмалла. Уйрӑм предприниматель е харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтернӗ çын пулнă май регистрациленни тата бизнес-проект кирлӗ. Туллинрех даннăйсемшӗн телефон номерӗ: 8 (843-75) 2-38-07, 2-30-07.

Финанс пулӑшăвӗсенчен нумайӑшӗ иртнӗ çулта та вăйраччӗ тата  вӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн эффективлăхне кӑтартнӑ. Предпринимательсем ҫак тӗслӗх енӗпе те активлăрах пулччăрччӗ.

- Калаçăвăршăн тавтапуҫ!

 

Справка

Ҫӗпрел районӗнче пандемирен 74 предприниматель сиен курнă. Раҫҫейре ӗçлемен кунсем кӗртнипе çыхăннă май, çавсен хушшинчен 45 уйрăм предпринимателе грант илессишӗн праваллă тесе палăртнă. 2 предпринимателе федераллă программа шайӗнче льготăллă кредит илме май панă. 32 предприниматель патшалӑхран 1%лă микрозаем пулăшăвӗпе усӑ курма пултарать.

 

Ыйтăм

Ӗçӗ-хӗлӗре мӗнле илсе пыратăр?

 

Марсель Аббазов, уйрӑм предприниматель:

– Пирӗн ӗҫ-хӗлӗмӗр обществӑлла апатланупа, банкетсем ирттерессипе ҫыхӑннӑ. Коронавирус чирӗ сарӑлса пынин начар витӗмӗ икӗ ҫултанпах хăйне çирӗп систерет. Бизнес мӗнле йӗркеленнине пӗлекен çын ӑнланать: тупӑш ҫурри таран чаксан, вӑл минуса кайнине пӗлет. Мӗншӗн тесен тупӑш шучӗпе кӗрекен укҫа-тенкӗпе тата коммуналлӑ тӳлевсемшӗн те усӑ кураҫҫӗ: ҫутӑ, шыв, газ. Вӗсем те ҫулсерен хаклӑланса пыраҫҫӗ. Кусемсӗр пуҫне кредит тӑкакӗсем, налуксем пур. Çаплах, ӗçлекенсене ӗҫ укҫине вăхăтра тӳлемелле. Патшалӑх та пулӑшма тӑрӑшать. Пӗлтӗр те, кӑҫал та эпир ҫулталӑкра пӗр хут паракан грант укҫи-тенкине илтӗмӗр. Тата 3 процентлă льготăллă кредит илме заявлени çыртăмăр, банкран хыпар кӗтетпӗр.

Мӗнле пулсан та эпир малалла ӗҫлеме тӑрӑшăпăр. Паянхи кун «Амарант» кафе, зала 50% калăпăшӗнче туллилентермелли условипе, район çыннисене ӗçлӗ пулăшу кăтартать. Кафене килекенсене QR-кодпа кӗртеççӗ. Ҫавӑн пекех, апат хатӗрлесе, клиентсене кӳрсе парассине вăя кӗртсе ятăмăр.

Эльмира Хасанова, уйрăм предприниматель:

– Эпир бизнес ӗçӗ-хӗлне 2012 ҫулта пуҫланăччӗ. Кунне икӗ хутчен Кивӗ Чукал – Çӗнӗ Йӗлмел – Çӗнӗ Чукал – Ульяновск маршрутпа автобуссем ҫӳреççӗ. Районти чарӑну «Пятерочка» лавкка патӗнче, Ульяновск хулинче – автовокзалта. Автобус пӗрремӗш рейспа ирхине 7.10 сехетре каять. Иккӗмӗш рейс районтан – 13.00 сехетре, Ульяновскран каялла –16.02 сехетре çула тухать.

Паллах, пандеми пирӗн ӗҫе хӑйӗн коррективӗсене кӗртет. Автобусра пассажирсен социаллӑ дистанцине сыхласа пырассине, маскăсемпе обязательнăй ҫӳрессине, пӗтӗмлетсе каласан, Роспотребнадзорӑн мӗнпур требованийӗсене кӗртнӗ. Кӑҫал çавсен çумне QR-код хушăнчӗ. Сăмах та çук, çаксем пассажирсен шутне  чакарасси патне илсе çитерчӗç. Ҫапах та эпир правительство тӑкаксене пайăн-пайăн компенсацилерӗ – грант пулӑшăвне илтӗмӗр. Эпир кулянмастпӑр, ӗҫлетпӗр, пурӑнатпӑр, малашлӑх ӗмӗтлӗ пуласса шанатпӑр.

Ильнур Исхаков, «Донадис» обществăн ертӳҫи:

– Ачасене шкула илсе çӳретессине пирӗн обществӑна ҫирӗплетнӗ. Шкул ачисене 18 автобус турттарать. Кунсӑр пуҫне, организаци Кивӗ тата Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсен халăхне турттарас енӗпе муниципалитет заказне пурнăçлать. Роспотребнадзорӑн требованийӗсем çирӗп: коронавирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăх тăвас марришӗн транспортсене кулленех дезинфекци тăваççӗ. Ку ӗҫ журнал тăрăх çирӗп илсе пырăнать. Район центрӗнче автобус пассажирсене QR-кода тӗпе хурса турттарма пуҫларӗ. Водительсен сывлӑхне те, çаплах, эпир кашни кун тӗрӗслесе тăратпăр. Паянхи куна организацире ӗҫлекенсем – 20 ҫын, коронавирусран вакцинаци иртнӗ.

Патшалăх пулӑшăвне туятпӑр. Эпир чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫинчен тӑракан программӑна хутшӑннипе укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне илтӗмӗр. Малашне те ҫавӑн пек пулӑшу мерисем пуласса шанатпӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев