Космоса ҫулҫӳреве
Вӑйӑра ачасен тавҫӑруллӑхӗ, шухӑш хӑвӑртлӑхӗ
Космонавтика кунне халалласа, П. В. Дементьев музейӗнче Ҫӗнӗ Упири 6-мӗш класра вӗренекенсемпе «Космос ҫулҫӳревӗ» квест-вӑйӑ ирттертӗмӗр.
Вӑйӑ пуҫланиччен ачасем — космос экипажӗ — «Марсиане» тата «Инопланетяне» командӑсем ҫине пайланчӗҫ.
Космос заданийӗсене илсе станцисем тӑрӑх ҫул ҫӳрерӗҫ.
Маршрут хутне илсе «Планетӑсем», «Сӑн ӳкерчӗксем», «Космонавт», «Ыйту — хурав», «Сăмах каçмăш» станцисем витӗр тухрӗҫ.
Вӑйӑра ачасем тав-ҫӑруллӑхне, шухӑш хӑвӑртлӑхне палӑртрӗҫ, космонавтика историне пӗлнине ҫутатрӗҫ.
Командӑсем плане-тӑсене, космонавтсене пӗлнине, спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетрӗҫ, парнесене тивӗҫрӗҫ.
Ҫакна каламалла, ачасем космонавтика историне пӗлни савӑнтарать, апла пулсан интересленеççӗ, вулаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев