Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Коррупципе кӗрешесси — пӗтӗм обществăн ӗҫӗ

Декабрӗн 9-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери коррупципе кӗрешмелли кун

Çак дата умӗн эпир район пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ тăрас ыйтусем енӗпе пулăшаканӗпе Рамиль Бахитовпа калаҫрӑмӑр.

— Рамиль Рафикович, взятка пани тата илни хальхи вӑхӑтри чир пек, ҫак тапхӑрта ҫеҫ сарӑлнӑ преступлени пек туйӑнать. Истори страницисем ҫине пӑхсан вара, взятка пани, илни ҫинчен Рим империйӗ вӑхӑтӗнченех асӑнаҫҫӗ?!

— Чӑнах та ҫапла. Раҫҫейре коррупципе кӗрешесси ҫинчен положение III Иван патша пулнă тапхӑртах йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн килнӗ кашни патша, кашни пуҫлӑх ҫак чирпе хӑйне майлӑ кӗрешет. 1992 ҫулта РФ Президенчӗн ятарлӑ Указӗ тухать. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн коррупципе кӗрешмелли мерӑсем улшӑнчӗҫ, хаярланчӗҫ, ҫӗнӗ решенисем йышӑнчӗҫ. Анчах ку кăна проблемӑна татса параймасть. Коррупци — пурнӑҫăн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — кирлӗ пек вӗренӳ тата воспитани пулманни, уйрăм этикӑн яваплӑхӗ пӗчӗк пулни тесе шутлатӑп. Чылай чухне ҫын коррупцие уҫҫӑнах критиклет, ҫав вӑхӑтрах хӑй мӗнле те пулин ӗҫе хӑвӑртлатма взятка парассинчен пӑрӑнмасть. Коррупцие хирӗҫ общественноçпа пӗрле кӗрешсен ҫеҫ, коррупцие пӗтерме пулӗ. 

— Коррупципе кӗрешмелли тухӑҫлӑ мерӑсенчен пӗри, унӑн профилактики — ҫитӗнекен ӑрура ҫӗнӗ тавракурӑм йӗркелесси. Ку енӗпе районта мӗнле ӗҫ пырать?

— Коррупцие хирӗҫ тӑрасси патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче коррупцие хирӗç тата правӑна пӑсасран асӑрхаттарас ӗçсем енӗпе яваплӑ ҫынсене палӑртнӑ. Районта коррупцие хирӗç комисси ӗҫлет. Коррупцие хирӗҫ тăрас енӗпе час-часах ларусем, ӗҫ коллективӗсемпе тӗлпулусем, калаçусем тата ытти мероприятисем иртеҫҫӗ. Районта пурӑнакансенчен ыйтусене 2-20-17 телефон номерӗпе йышӑнаҫҫӗ. 

Шкулсенче ирттерекен класс сехечӗ, уҫӑ уроксем, калаçусем, выставкӑсем, конкурссем ачасене коррупци пек начар пулӑмсем енӗпе тӗрӗс воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ирттерекен кашни мероприятийӗн тӗп ҫул-йӗрӗ халӑха коррупцие хирӗҫ кӗрешес ӗҫе явӑҫтарасси, обществăра коррупцие хирӗç йӗрке, моралӗн, чыслӑхӑн тата тӗрӗслӗх нормисене аталантарасси пулса тӑрать.

Пӗтӗмлетӳ туса, коррупци — обществӑна терроризмпа наркомани пек витӗм кӳрекен хура пӑнчӑ, вăл районăн экономика аталанӑвне начар витӗм пани ҫинчен калас килет. Ҫавӑнпа та коррупцие хирӗç кӗрешес политикăна вăя кӗртес енӗпе палăртнă полномочисене эпир ҫитес ҫул та районта, унта пурăнакан çынсемпе пӗрле, малалла тӑсӑпӑр тесе шутлатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев