Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Коррупцие хирӗç кӗрешесси – кашнин чыслă ӗçӗ

Ыйту – хурав

Мӗн вӑл коррупци, мӗн пӗлетпӗр эпир ун ҫинчен? Кун пирки район пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусем енӗпе пулăшаканӗнчен Ирек Хайруллинран ăнлантарса пама ыйтрăмăр.

– Ансатрах каласан, коррупци – харпӑр хӑй тӗллевӗшӗн уҫӑ майсемпе усӑ курни.  Çак решение 2008 ҫулта йышӑннӑ «Коррупцие хирӗҫ тăрасси çинчен» Федераци законӗнче каланӑ пек, коррупци вӑл ӗç вырăнӗпе, полномочисемпе усӑ курса, взятка пани, взятка илни, коммерциллӗ суту-илӳ, патшалӑхӑн законлӑ интересӗсене хирӗҫле кайса, укҫа, хаклӑ япаласемпе, ытти тӗрлӗ пурлӑхпа усӑ курни, юридически лицо ячӗпе е унӑн интересӗсем тӗлӗшпе асӑннӑ ӗҫсене туса пыни. Взятка панăшăн, илнӗшӗн тата взятка илнӗ чухне посредник пулнӑшӑн та закон умӗнче явап тытмалла пулать. Ҫавӑнпа та коррупципе кӗрешесси – кашнин чыслă  ӗҫӗ.

Взятка илнӗшӗн, панăшăн, посредник пулнӑшӑн наказани парассине РФ Уголовнăй кодексӗн 290, 291, 291.1 статйисемпе пӑхса хӑварнӑ. Вӑл пысӑк штрафсем хывасси е пӗр-пӗр ӗҫе тума, ҫавӑн пекех палӑртнӑ должноҫсене йышӑнма чарасси, ӗҫлеттерсе юсанмалли ӗçсене явӑҫтарасси ҫинчен калать.

Пирӗн районта та ҫак хӗсӗрлевпе кӗрешес ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫапла, организацисенче, учрежденисенче, шкулсенче коррупцие хирӗç кӗрешес енӗпе право пулӑшӑвӗн кунӗсем, профилактика калаҫӑвӗсем, тӗлпулусем иртеҫҫӗ.

Тӗнче опычӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫав ӗҫе пӗтӗм граждансене явӑҫтарса ҫеҫ коррупципе кӗрешес ӗҫре кăтартусем тума пулать. Ҫавӑнпа та кашниех коррупци мӗн иккенне пӗлсе, ӑнланса, ун ҫинчен ӑҫта хыпар тумаллине те пӗлме тивӗçлӗ. Коррупцин пӗр-пӗр факчӗ ҫинчен заявленисене каласа ҫыртарнисене, çаплах, ҫыру формипе те йышӑнаҫҫӗ. Анонимлӑха гаранти парăнать.

Коррупци пулăмӗсем ҫинчен                  пӗлтермелли телефон номерӗсем:

8 (843-75)  2-28-91 – районти прокуратура.

8 (843-75) 2-20-45 Раҫҫей шалти ӗçчен министерствин Çӗпрел районӗнчи  уйрăмӗ.

8 (843-75) 2-20-17 – Ҫӗпрел муниципаллă районти коррупцие хирӗҫ тӑрас ыйтусем енӗпе комисси.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев