Коронавирус ниҫта та каймарӗ...
Сыхă пул!
Маларах, пурнӑҫа коронавирус текен чир килсе кӗрсен, «ах» терӗмӗр. Юлашки вӑхӑтра ӗнтӗ çакна яланхилле, грипп чирӗ пек кăна йышăнма, пуçларăмăр. Анчах...
Ҫак кунсенче кӑна Хусанти больницăсенче сывалса тухнă район çыннипе курса калаçма тӳрӗ килчӗ. Вăл çак чир çине «пӳрне витӗр» пăхни хăрушă лару-тӑру патне илсе ҫитерме пултарни çинчен каларӗ.
– Нумаях пулмасть кăна 50 ҫул тултарнăран, чир мана ҫыпӑҫмас-ха, тесе хама питӗ ирӗккӗн тытрăм. Сасартăк, пӗр кунхине пыр ыратнă пек пулчӗ, халăм пӗтрӗ. Капла кăна пулӗ-ха, иртӗ, тесе çапла виçӗ кун çӳрерӗм. Иртмест кăна вӗт вăй çукки. Ватăсем калатчӗç: «Пӗтӗм çан-çурăм çапса хуçнă пек» тесе, чăн çавăн пек пулчӗ. Тăратăн ирхине – çиес килмест, ниçта та тухас, ӗçлес килмест. Выртсан, тăрсан та темӗнле шухăш киле пуçларӗ, куçа темӗскерсем курăнма тытăнчӗç, е çывăртăм çапла, пӗлместӗп те. Улттӑмӗш кунне «Васкавлӑ пулӑшу» чӗнтертӗм. Вăраха тăсмасăр килсе çитрӗç, тавтапуç вӗсене. Çăвара уçса мӗскер-тӗр илчӗç, пӳрнене мӗн-тӗр тăхăнтартрӗç те, сире килте хăварма пулмасть тесе, больницăна илсе кайрӗç.
Больницӑра коронавирус инфекцийӗ лектернӗ çынсем валли уйрӑм блок тунӑ. Çакăнта ӗҫлекен медицина персоналне нумайăшӗ тав тăваççӗ пулӗ, тетӗп. Питӗ йывăр выртаççӗ унта чирлисем. Çак медперсонал вӗсене пурнӑҫ валеҫсе çӳренӗ пек туйăнать. Турă сывлăх, вăй патăр вӗсене.
Мана вара иккӗмӗш кунне Хусана ӑсатрӗҫ. Тӗрӗссине калатăп, сывă юлатăп-и, çук-и, ӗнтӗ маншăн пурӗпӗрччӗ. Ҫапла нуша куриччен.., тесе шухӑшлама пуçланăччӗ ӗнтӗ. Врачсен тăрăшуллăхӗпе, Турă пулăшнипе кăна каялла пурнӑҫ патне таврӑнтăм. Ҫӑвар тутине, сӑмса шӑршă пӗлменни чылайччен пычӗ. Тест начаррине кăтартрӗ, ӳпкесем шыҫнă, терӗҫ. Ниçта та шăнман, питӗ пăшăрхантăм ăçтан ерчӗ-ха ман пата ку чир, тесе. Ҫавӑнпа та кашнине сывлăхлă пулăр, сыхланăр, тесе калатăп. «Вирус ниҫта та кайман, пур вăл», тени тӗрӗс.
Редакцирен: Пирӗнпе телефонпа калаçнă май, хӑйӗн чунне уҫса панӑ, сывлăхӗ çинчен пӗлтернӗ, анчах та хăй кам пулнине пӗтӗм района пӗлтерес темен çак район çыннине часрах сывалма сунатпăр. Ҫак статья сире те пулӑшӗ, тесе шанатăп, сывлăхăрпа тимлӗрех пулăр, гигиена требованийӗсене пурнăçлама чӗнсе каласшăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев