Коронавирус: эпӗ мӗнле чирлерӗм...
Решит Фатхуллов, «Туган як» («Тăван ен») хаçат журналисчӗ: «Сасартӑк ӳт температури хăпарчӗ. Томографи ӳпкесем икӗ енчен те сиенленнине кӑтартрӗ...»
Коронавирус чирӗ питӗ хăвăрт ҫӗр чӑмӑрне ярса илнине пӗлсе тăрсан та, унтан питех хăраманчӗ эпӗ. Ҫапах та сыхланмалли майсене пурнăçлама тӑрӑшрӑм.
Хӑм кӑна мар вӗт, вирус лектерсен ҫемьене, ачасене ертес хăрушлăх пур. Ӗçре те ку енчен пирӗн условисем ҫирӗп, индивидуаллă дезинфекци хатӗрӗсем кашнин алли айӗнче, маскӑсемпе перчеткесем çинчен каласа тăрасси те çук. Мӗншӗн тесен, редакци ӗçченӗсен ӗҫӗ яланах ҫынсем хушшинче. Çапла, пӗр кунхине, эрне вӗҫӗнче, хама мӗнле-тӗр начар туйрăм. Пахчари хӑш-пӗр ӗҫсене пӗтерсе мунча хутма шутланăччӗ. Малтан кӑштах ӳсӗркелесе илтӗм, ун хыççăн алă-урасем сурма пуҫларӗҫ. Градусник хурса ӳт температурине виҫрӗм, 38 градуса çити хăпарнă.
– Мăшăрăм, – терӗм, эпӗ чирлеме пуçларăм ахăр, – тетӗп мăшăра.
Канмалли кунсене диван ҫинче выртса ирттертӗм. Эрне пуҫламӑшӗнче больницӑна кайрӑм. Участокри врач Гульназ Латыпова хисепе тивӗçлӗ çын. Тӑватӑ ҫул каялла Ульяновскри патшалӑх университечӗн медицина факультетне ӑнӑҫлӑ вӗçлесе, района килнӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшне те, асламăшӗпе аслашшӗне те лайӑх пӗлетӗп. Кукамӑшӗ те, кукашшӗ те, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсен кавалерӗсемччӗ. Гульназ Рамисовна ҫамрӑк специалист, чирлӗ çынсен тӗлӗшпе питӗ тимлӗ, кашнин пăшăрханăвне итлет, ыйтса пӗлет. Хӑш-пӗр ыйтусене илтсен, «элле врач хӑй те ҫак чирпе чирлерӗ-ши?» тесе шухӑшларӑм. Ҫакӑ вăл хӑйӗн ӗҫне профессилле шайра мӗнле пӗлнине çирӗплетни пулса тухрӗ.
Мана темиçе кун арбидол тата мӗнле-тӗр таблеткӑсем ӗçме хушрӗ. Ӳпкесене рентгент çапрӗç. Ӳкерчӗк енӗпе кăштах улшӑну палăрчӗ. Температура анмасан мӗнле эмел ӗçмеллине те каларӗ Гульназ Рамисовна. Тӑватӑ кун иртрӗ, температура чакма шутламасть те. Сăмса – шăршă, çăвар тутă та туймасть. Пӗртте! Мăшăрăм ацетон кӗленчине илсе кӗчӗ те:
–Шăршла-ха, – тет.
– Шыв вӗт ку, – тетӗп ӑна. Хам вара, ацетон шӑршине те сисмесен халсем лайăх мар иккен, тесе шухăшлатăп.
Документ тултарса мана Пăвари больницăра компьютер томографийӗ тума ячӗç. Кунта черет пулмарӗ, хӑвӑрт пӑхрӗç. Анализа та 25-30 минут хушшинче алла тыттарчӗç. Компьютер томографийӗ икӗ енлӗ пневмони пулнине кăтартрӗ, ӳпке 16-18 процент таран сиенленнӗ иккен, çак диагноза курсан, капла та халсăрланнăран, сивӗ тар персе тухрӗ. Пăваран таврăнсанах больницăна, Гульназ Рамисовна патне кӗтӗм. Сӑмсаран тата ҫӑвар хăвăлӗнчен, пыртан коронавирус пуррипе-çуккине тест - «мазок» илчӗç, сипленӗве ытти тӗрлӗ препаратсемпе малалла тӑсмаллине каларӗç. Тухтăр пӳрнене ятарлӑ аппарат тӑхӑнтартса – юнри кислород çителӗклӗхне пăхрӗ тата чӗре таппине тишкерчӗ, çӗнӗ эмелсем, антибиотиксем, вируса хирӗҫле препаратсем тата витаминсемпе сипленмелли курс палӑртрӗç. Врач, телефонпа кашни кунсерен тенӗ пекех, халăма пӗлсе тăчӗ. Вăл хушнине пурне те пурнăçласа пынипе-тӗр, майӗпен сывалма пуҫларӑм. Поликлиникăна черетлӗ тишкерӗве кайнă чухне, эпӗ хама лайӑх туйрӑм. Пӳрнене ятарлӑ аппарат тăхăнтартрӗ – юнри кислород йӗркеллех, 99 процент кăтартать. Кун пек кӑтарту сывӑ ҫынсенче кăна пулать иккен. Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, ҫак кӑтарту 94 процентран кая ансан, чан çапмалла. Ҫак процедурӑна «сатураци» теҫҫӗ. Ҫакă интереслӗ, кислородпа тивӗҫтермелли кӑтарту мӗн чухлӗ аяларах, чӗре таппин шучӗ те çавăн чухлӗ ӳсет – чӗре, ҫапла майпа, кӗлеткесене сыхласа хăварасшăн, мӗнле те пулсан кислорода вӗсене тивӗçтерсе тăма тăрăшать иккен. «Мазок»ăн результатне сывалса çитсен кăна калаççӗ. Ку вара «отрицательный» пулчӗ. Температура кунӗпе – 36,5 тата каҫалапа кӑшт хăпарни маншӑн хӑрушӑ марччӗ ӗнтӗ халӗ. Хусан больницисенче сипленнисене те 37 температурӑпа килӗсене яраççӗ. Эрне-вунӑ кун хушшинче вӑл норма килнине те илтнӗччӗ. Ҫапла майпа, мана каллех «ирӗке» кӑларчӗҫ.
Кунта çакна та асăрхаттарса хăварам, чирлӗ ҫын карантин вăхăтӗнче ниҫта та тухмасӑр, килте ларма тивӗçлӗ. Раҫҫей «Уголовлӑ кодекс»не коронавирус ертсе çӳрекенсене хирӗҫ статья та кӗртнӗ иккен. «Корона вирусӗпе» чирленине пӗлсе тăрса, халăх нумай пулнă вырăнсенче çӳрекенсене (енчен вӗсем чире темиҫе ҫынна ертнине суд çирӗплетсе парсан) 500 000 тенкӗ штрафран пуҫласа икӗ ҫулччен ирӗкрен хăтарма пултараҫҫӗ. Енчен чирлӗ çынран лектернӗ коронавируса пула, кам та пулин вилет пулсан – пилӗк ҫула, енчен икӗ е ытларах ҫын вилсен– ҫичӗ ҫула тӗрмене лекетӗн. Ҫакна кашниех пӗлсе тăма тивӗçлӗ, тесе шутлатӑп.
Коронавирус пирӗн хушăра ҫӳрет! Температурăр ӳссен, ӳслӗк пуҫлансан, хӑй тӗллӗн пӗтессе ан кӗтӗр, тухтӑр патне кайӑр! Ҫын тунӑ йӑнӑшсенчен вӗренни – çак чире тӳссе ирттериччен, мӗн пуҫламӑшӗнченех ҫакна ӑнланса илни ҫӑмӑлтарах – ҫакна ан манӑр! Сывă пулар!
Потребительсен прависене хӳтӗлес тата çыннăн хăрушсăрлăхне тивӗçтерес енӗпе ӗçлекен Федераллă надзор службин Тутарстан Республики енӗпе управленийӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗ канаш парать:
– Коронавирус инфекцине лектерес марришӗн çак канашсене пурнăçламалла. Чи паха требовани – алӑсене супӑньпе час-часах ҫуни. Сумкӑра спиртлӑ е вируссене тӗп тăвакан салфеткӑсем ҫӳретмелле. Алӑсене ҫума май ҫук чухне вӗсемпе усӑ куратӑн. Ҫавӑн пекех ӗç вырăнӗнче, килте сӗтелсене, алăксене, телефонсене инфекцирен сиенсӗрлетекен препаратсемпе(вӗсем аптекӑсенче, уйрăм лавккасенче сутăнаҫҫӗ) сӗртсе, тасатса тăни паха. Ӳсӗрнӗ, апчху тăвакан ҫынран аяккарах тӑмалла. Хушă сахалтан 1 метр пулма тивӗçлӗ. Чирлӗ ҫынран сывă çынна вирус сывлăш çулӗпе куçать. Алӑпа куҫсене, тутасене, сăмсана сӗртӗнме ан тăрăшăр. Ӳсӗрнӗ чухне çăвара, сӑмсана пӗр хутчен усă куракан салфеткӑсемпе хупламалла. Çын нумай пуçтарăннă вырӑнсене каяс мар тесе тӑрӑшмалла. Ҫавӑн пекех маска тăхăнни профилактика мероприятийӗ пулса та шутланать. Хăш-пӗр маскăсене 2, 4, 6 сехет кӑна тăхăнма юрать. Вăрах тăхăнсан, хӑй патне каллех инфекци хушма пултарать. Маскӑна сӑмсапа ҫӑвара лайӑх хупласа тăхăнмалла. Маскӑна зданисенче, транспортра, килте чирлӗ çынна пăхнă чухне тăхăнмалла, урамра вара тăхăнмасан та юрать. Уҫӑ сывлӑшра ытларах пулма, уҫӑлса ҫӳреме, аш, пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла, сӗт, пулӑ апачӗ, мӑйӑр, пӑтӑ ҫиме тăрăшăр.
Ан пӑшӑрханӑр! Ан чирлӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев