Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кооператива тата тепӗр автомашина

Стационар суту-илӳ объекчӗсем пулман ялсене ятарлӑ автолавккасем пулăшу кăтартаҫҫӗ.

«Ҫӗпрел кооперацийӗ» потребительсен кооперативӗ (ертӳçи Альфред  Низамов) ҫӗнӗ автолавкка машинин хуçи пулчӗ.

Республикăри çавăн пек кооперативсене çӗнӗ автомашинӑсен  уҫҫисене Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров, ҫавӑн пекех Тутарстан потребительсен  пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳçи Рашат Шаймарданов пачӗç. Мероприяти республикӑн «Çӗр ӗҫченӗсен керменӗ» çумӗнчи лаптăкра  иртрӗ. Автолавккасене «30/70» программăпа туяннă. Вӗсемпе республика территорийӗнче стационар лавккасем пулман пурӑнакан пунктсене апат-ҫимӗҫсем кӳрсе парассишӗн усӑ курӗҫ.

Паянхи кун тӗлне Тутарстанра 106 автолавкка  1315 пурăнакан пункта ӗçлӗ пулăшу кăтартать. Республикӑра пурăнакан пунктсене апат-ҫимӗҫ кӳрсе парас енӗпе район центрӗнчен 11 çухрăм инçӗшӗнчен пуçласа, тупăшсен пӗр пайне субсидилемелли программа та пăхăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев