Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Контракт тунăшăн укçа тӳлевне ӳстернӗ

Паянхи кун Çӗпрелӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗнче 200 яхӑн арҫын контрактпа службăра тăрать.

Тутарстанра РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсемпе контракт тӑвас текенсемшӗн укçа тӳлевне ӳстернӗ. Халӗ пӗр хутчен парăнакан тӳлев — 1 700 000 тенкӗ. 

Пӗтӗмӗшле суммӑна республика, РФ Оборона Министерстви, Тутарстанри хуласемпе районсем уйӑрса паракан тӳлевсен суммипе палӑртаҫҫӗ.

Ӳстернӗ тӳлеве ятарлă çар операцийӗсен ретне туллилентерме кӑмӑл тунӑ Тутарстан çыннисем ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн ытти регионӗсенче пурӑнакансем те, ют ҫӗршыв гражданӗсем те илме пултараҫҫӗ. 

Тутарстанри контрактниксене, службӑна ӑсатас умӗн, мӗнпур кирлӗ япаласен тулли пуххине параççӗ. 

Контрактниксене финанс пулӑшӑвӗсӗр пуҫне, республикӑра тата Раҫҫейре пулнă мӗнпур çăмăллăхсене, пулӑшу мерисене, хăйсене тата ҫемье членӗсене реабилитаци парасси гарантиленет. Контракт тунӑ предприятисем вӗсен ӗҫ вырӑнӗсене сыхлаҫҫӗ, ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ, мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтереҫҫӗ, ҫар ҫыннисен ҫемйисене опекăна илеҫҫӗ.

РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче контрактпа службăра тăрасси, ҫавӑн пекех, премисене, ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем çинчен тӗплӗнрех heroes-tatarstan. ru сайтра пӗлме пулать. РФ Оборона министерствипе республикӑн кирек хӑш хулинче е районӗнче те контракт тума пулать. Ҫакӑншăн 8 (800) 222-59-00 (Тутарстан тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсемшӗн), 117 (Тутарстан Республикинче пурӑнакансемшӗн) телефон номерӗсемпе заявлени хăвармалла, çар комиссариатне е суйлав пунктне килмелле.

Паянхи кун Çӗпрелӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗнче 200 яхӑн арҫын контрактпа службăра тăрать. Кӑҫал 40 ытла контракт килӗшӗвӗ тунӑ. 

Пур ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем ҫинчен, ҫавӑн пекех документсене регистрацилесси тăвас тесен çак телефон номерӗпе ҫырăнмалла: 8-962-560-40-79, 8(84375) 2-27-09.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев