Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Конференци иртрӗ

Валентина Петрова, аслă категориллĕ, Чăваш Çĕпрел вăтам шкулĕнчи чăваш чӗлхипе литературине вĕрентекенĕ.

 

 Çулсерен иртекен регионсен хушшинчи Наукăпа практика конференцийĕ тăван чĕлхене упраса хăварас 2014-2022 программăпа çирĕпленсе кăçал та тухăçлă иртрĕ.

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Хусан хулинче Раççей Федерацийӗн халăхсен чӗлхисемпе регионсен хушшинчи Наукăпа практика конференцийӗ тата шкул ачисен вулавӗ иртрӗ. Çак мероприяти ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ, Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейи йӗркеленипе  иртет. Наукăпа практика конференцийӗпе шкул ачисен вулавӗсен форумне хутшăнма кăçал Çутĕç министерствине  285 ĕç ярса панă,  вĕсенчен 107 чи лайăх ĕçе суйласа илнĕ. 

Çак кун 7 секци (чăваш, вырăс, тутар,  мари, мăкшăпа ирçе, удмурт тата  пушкăрт филологийӗ ) ӗçлерӗ. Нукăпа практика конференцине  Тутарстан Республикисĕр пуçне Чăваш, Пушкăрт, Мордови, Удмурти Республикинчи вĕренекенсем те хутшăнчĕç.  Пирĕн районтан кăçал чăваш секцийĕнче  4 вĕренекен хутшăнчĕ. Алёшкин-Саплăк тулли вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен  Диана Скворцовапа Анастасия Полтарская (ертӳçи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Н.Григорьева) «Нацисен хушшинчи хутшăну культури» темăпа тухса калаçса, лауреат ятне тивĕçлĕ пулчĕç. Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Задурова (ертӳçи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ А.Артемьева) «Чăваш Çĕпрелĕнчи халăх уявĕсен вăрттăнлăхĕ» темăпа калаçса, диплома тивĕçлĕ пулчĕ, 11-мĕш класра вĕренекен Милана Хубахова (ертӳçи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ В.Петрова)  «Вĕрӳ-суру чĕлхин паянхи вырăнĕ» темăпа тухса калаçрĕ. М.Хубахова ĕлĕк тата паянхи кун вĕрӳ-суру мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа пачĕ. Вĕрӳ-суру чĕлхине ĕненесси харпăр хăйĕн кăмăлĕ, тесе каласа хăварчĕ.  Жюри членĕсем Милана Хубахован ĕçне тивĕçлĕ шайра хак парса, призёр дипломĕпе тата хаклă парнепе чысларĕç. Конференци интереслӗ те тухăçлă иртрĕ.

Конференцие хатĕрлекен вĕрен-текенсене, хатĕрленнĕ вĕренекенсене питĕ пысăк тав. Саламлатпăр! Малашне те пысăк çитĕнӳсем сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев