Композицисенче кӗрхи тулăх тухăç
Пӗчӗккисем патӗнче
Дания Фаизова, «Солнышко» ача сачӗн воспитателӗ
Ӗлӗк-ӗлӗкрен асаннесемпе асаттесем кӗркуннене пуянлăхпа тулăх вăхăт тенӗ. Тухăç уявне ирттересси те авалтан килет.
Ҫак йӑласем манӑҫа ан юлччӑр тесе, хамăрăн «Солнышко» ача сачӗн аслă ушкӑнӗпе ирхине «Кӗрхи пуянлăх» уявӗ ирттертӗмӗр.
Мероприяти «Добрый дворик» проекта пурнăçа кӗртес енӗпе иртрӗ.
Ачасем хӑйсем вӗреннӗ сӑввисене, юррисене, ташшисене пурнăçларӗç.Тӗрлӗ интереслӗ вӑйӑсенче хутшăнчӗç. Чи пахи, хăш-пӗр ача, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле килте, кӗрхи пуянлӑхпа тулăх вăхăта халалласа пурнăçланă курав-композицисене илсе килнӗччӗ. Кашни композицие питӗ илемлӗ, чунне парса тунӑ.Вӗсене амăшӗпе пӗрле мӗнле хатӗрлени çинчен кашни ача мӑнаҫлӑн каласа пачӗ.
Çавăнпа та кашни ашшӗ-амăшне ачипе пӗрле, вăхăчӗсене ытларах вӗсемпе ирттерме канаш парасшăн. Ачапа хутшăнасси пӗрремӗш планра тăма тивӗçлӗ. Çакна пысăк яваплăх тесе шутламалла. Ашшӗ-амăшӗ 2-3 çулти ачипе сайра хутшăнать иккен, çак тапхăр ача ӳснӗ чухне тӳрлетме пулман тарăн йӗр хăварать. Ачапа калаçни, пӗрле кӗнекесем вулани, ӳкерчӗк туни çӗнӗрен-çӗнӗ юмахсем шухăшласа кăларни пурăнма, пӗлӳ илме интерес çуратать. 6-7 çул тӗлне ача сăмах запасӗ пуçтарать. Тата вӗсене ытларах мухтама тăрăшăр. Унтан ачăр мӗнле улшăннине хăвăр та куратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев