Комиссийӗн черетри ларăвӗ
ГИБДД
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн районти комисси ларӑвӗнче ҫулсен тасалӑхне, шкул автобусӗсене вӑхӑтра техосмотр иртнине тишкерчӗç.
Ларура районти ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов ӳсӗрле автотранспортпа çӳрекенсем тата ҫулӗсем ҫитмен ачасем хутшӑннипе çул-йӗр-транспорт аварийӗсем ҫинчен калаçрӗ.
– Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсем – хирӗçле юхӑмăн полоси çине тухни, хӑвӑртлӑх режимне ӳстерни тата ӳсӗрле транспортпа çӳрени, – терӗ вăл. Ачасене автомобиль транспорчӗпе çӳретнӗ çӗрти, çул-йӗр паллисене пырса тивекен проблемăсем çинче те чарăнчӗ
Хусан хулинчен килнӗ, ятарлă ирӗк паракан уйрăмăн пуçлăхӗ Виталий Данилов тухса калаçса, çул полосисем тата виçевпе контроль ыйтăвӗсем çинче чарăнса иртрӗ.
Комисси ларӑвӗнче çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитовӑн, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗ енӗпе ертӳçин Раиль Гатауллинăн, суд приставӗсен службин районти уйрӑмӗн ертӳçин Рамиль Калимуллинăн, прокурор çумӗн Ильмас Гарафутдиновăн тухса калаçнисене те итлерӗç.
Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов должноҫри ҫынсенчен шкул автобусӗсен маршручӗсене контроле илме ыйтрӗ. Ҫул-йӗр службисене шкул автобусӗсен маршручӗсем иртекен автомобиль ҫулӗсем ҫинче техника тата эксплуатаци кӑтартӑвӗсене ӳстерес енӗпе мероприятисене тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑма, хӗллехи тапхӑрта ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесен пур ҫулсене те юртан вӑхӑтра тасатса тăма кирли çинчен калаçрӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл шкулти мӗнпур автобуссене вӑхӑтра техосмотр ирттерес енӗпе тимлӗхе вăйлатмалла терӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев