Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Комиссийӗн анлӑ ларӑвӗнче

Ӗнер. Паян. Ыран

Иртнӗ эрнере районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларусен залӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов илсе пычӗ.

Лару ӗҫӗнче, çавӑн пекех, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Марат Хузеев, «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи территорири управленийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Агишев, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан, полици капитанӗ Дамир Даутов, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, çутӗç учрежденийӗсен представителӗсем тата комисси составӗ хутшӑнчӗҫ. Ларӑвӑн кун йӗркинче ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.

Рустам Мухаметзянов районта ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе тунӑ ӗҫсем ҫинче чарăнса иртрӗ, кӑҫалхи район территорийӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе плансемпе тата задачӑсемпе паллаштарчӗ.

Полици капитанӗ Дамир Даутов автомобиль ҫулӗсем ҫинчи 2025 ҫулăн 8 уйӑхӗнче пулса иртнӗ аварисем ҫинчен калаçрӗ.

Докладчик каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхипе танлаштарсан кӑҫал çул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ 2 факт чухлӗ ӳснӗ, вӗсенче вилекенсен шучӗ 1-рен 3 таран, ҫавӑн пекех тӗрлӗ шайра сиен курнисен  шучӗ 7-рен 8 ҫын таран ӳснӗ. 2025 ҫулта ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене пула вилекенсен шутне чакармалли тӗллевлӗ ориентира ҫӗнсе илеймен.

Докладчик, ҫавӑн пекех, ӳсӗр пуçпа транспорт çӳретекен водительсене тупса палӑртас енӗпе ӗç, водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем ҫул-йӗр правилисене пурнăçлас тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Муниципаллӑ пӗрлӗхсен территорийӗсенче автомобиль ҫулӗсене сыхлассине тата юсассине тивӗҫтерес ыйтусемпе  «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи территорири управленийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Агишев доклад турӗ.  Вӑл водительсем виҫев тӗрӗслевӗнчен пӑрӑннăшăн законпа наказани парассине тимлӗхе илтерсе хăварчӗ. Çавăн пекех, уйрăм мобильлӗ хатӗрӗсемпе – сим – самокатсемпе, гироскутерсемпе тата ыттисемпе усӑ курнă ачасемпе, çаплах,  аслисемпе пулнӑ çул-йӗр-транспорт аварийӗсен шучӗ ӳсни уйрӑмах пӑшӑрхантарнине палӑртрӗ вӑл.

Районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов хӑйӗн сӑмахӗнче районти вӗрентӳ учрежденийӗсен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи хатӗрлӗх ыйтăвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вăл районта 18 шкул маршручӗ ӗҫлени, вӗсем тӑрӑх 15 автобус ҫӳренине асăнса иртрӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе занятисем йӗркелессине те палӑртрӗ вӑл. Занятисенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ, ҫул-йӗр правилисем, ҫуран ҫӳрекенсем валли хӑрушлӑхсӑр вырӑнсем пирки профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗҫ, терӗ.

Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов: «Пӗрле ӗҫленипе кӑна эпир ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернӗ çӗрте тӗп тӗллевсене  çӗнсе илме пултарăпӑр»,  – терӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев