Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Комисси района тишкерчӗ

Иртнӗ эрнере районта правăна пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе Тутарстан Республикинчи Правительство комиссийӗн ӗçлӗ ушкăнӗ ӗҫлерӗ.

 

Тишкерӗве пӗтӗмлетес енӗпе канашлу районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн залӗнче, уҫӑ диалог форматӗнче иртрӗ.

Ӗçлӗ ушкӑнăн членӗсенчен кашниех отчетлӑ доклад турӗ, тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерме канашсем пачӗ. Проблемӑллӑ лару-тӑрӑва татса парассишӗн ҫитӗнекен ӑрупа аслисем хушшинче право пӑснине тата преступление асӑрхаттарас енӗпе профилактика ӗҫне илсе пыма тивӗçлӗ организацисен представителӗсен шухӑш-кӑмӑлне итлерӗҫ.

Ӗҫлӗ ушкӑнăн ертӳҫи, юстици министрӗн çумӗ Мухаррям Ибятов ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене тата профилактика субъекчӗсен ертӳҫисене чӗнсе каласа, вӗсем ҫынсен ыйтӑвӗсемпе  тимлӗ, таврара килсе тухакан лару-тăру енӗпе уйрӑмах сыхă пулмаллине, «йывӑр» контингента кӗрекен ҫынсемпе ӗçленӗ чухне ӑнлантарусем, тӳрлетмелли мерăсем тупма кирлӗ пулнине палӑртрӗ.

– Начар пулӑмсен пӗтӗмлетӗвӗсем питӗ хăрушă, уйрӑмах хальхи вăхăтра. Интернетра информаци питӗ нумай, çавăнпа та оперативлӑ позицисене ҫирӗплетмелле. Кулленхи пурнӑҫра эпир йывӑрах мар проблемӑсене асӑрхамасӑр пурӑнма хӑнӑхрăмăр, анчах ку кӑлӑхах. Унтан мӗншӗн апла, мӗншӗн апла пулчӗ-ши, тесе пуҫа ҫӗмӗретпӗр. Ҫавӑнпа та проблемӑна пуҫламӑшӗнченех татса пама вӗренмелле, ҫак проблемăна татса памалли сӑлтавсене тупса палӑртмалла. Ҫакна тума районти пур субъектсем те пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тăрса, пӗрле ӗҫлеме тивӗçлӗ. Ҫав вӑхӑтра кăна правăна пӑсассинчен хӑтӑлма май килӗ, – тенӗ Мухаррям Ибятов.

Мухаррям Ибятов районти правăна пӑсассине профилактикăлас енӗпе ӗҫ мӗнле пынине тивӗçлӗн хакларӗ, тишкерекесене лайăх ӗҫлеме условисем туса панӑшӑн Çӗпрел ҫыннисене тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев