Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Комисси ларӑвӗнче

Хăрушсăрлăх

Районти Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулчӗ. Ларӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ирттерчӗ. 

Ларӑва, çаплах, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов, ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов кӗнӗ комисси составӗ хутшӑнчӗ. Мероприятире кӑҫалхи 6 уйӑх хушшинче районти ҫулсем çинчи аварисен лару-тăрăвӗ тата çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинченхи ыйтусене пӑхса тухрӗç, районти ГИБДД начальникӗн Анатолий Михайлов докладне итлерӗç.

Вӑл вырӑнти пӗлтерӗшпе пӗтӗмӗшле усӑ куракан автомобиль ҫулӗсем çинчи аварисен лару-тăрăвӗ тата малтанхи ларура лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлас енӗпе тунӑ ӗҫсем ҫинчен калаçрӗ. 

Кӑҫал район территорийӗнче 3 ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнине регистрациленӗ, унта 3 ҫын, ҫав шутра 1 ҫулӗ ҫитмен пассажир сиен курнă.
Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем район центрӗнче тата Ҫӗрпӳ — Ульяновск — Кивӗ Ишлӗ автомобиль çулӗ ҫинче пулса иртнӗ. 

Анализ надзорпа сăнавăн ӗҫӗ-хӗлӗ аварие чакарма витӗм кӳмелли чи тухӑҫлӑ меслет пулнине кӑтартса парать. А. Михайлов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал уйрăмăн личный составӗ 1500 ытла çул çул-йӗр правилисене пăсассине асăрхаттарнă, ҫавӑн пекех транспорт хатӗрӗпе ӳсӗрле çӳренӗ 24 водителе тытса чарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикӑлама тата аварипе çыхăннă лару-тӑрӑва улӑштарассишӗн, автоинспекторсем кунӗн-ҫӗрӗн шалти ӗҫсен уйрăмӗн тата ытти службăсем хутшӑннипе рейдсем ирттереҫҫӗ. 

Докладчик, ҫавӑн пекех, çӗнӗ вӗренӳ çулӗ валли «Кил-шкул-кил» маршрутăн план-схеми требованисемпе килӗшсе тӑнине тӗрӗслес, районти урамсене тата ҫул-йӗр сетьне пăхса тăрасси пек ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 

Унтан ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов, ларӑва пӗтӗмлетсе, Ульяновск облаҫӗнчи федераци ҫулӗ тата Пӑва районӗнчи ҫулсемпе кӗперсем çинче капиталлă юсав ӗçӗсем илсе пыракан вырӑнсенче пулса иртнӗ ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсемпе ҫыхӑнтарса, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес ӗҫе вӑйлатмаллине, хальхи вăхăтра тӗп юсав ӗçӗсем илсе пыракан регионти пӗлтерӗшлӗ Кивӗ Ҫӗпрел — Тутар Шатăршан — Хулаçырми автомобиль ҫулӗсем ҫинчи мӗнпур паллӑсене вырнаçтарса, хăрушсăрлăха тивӗçтермелли контроле çирӗплетме сӗнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев