Колпаков призӗшӗн йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсем
Районти йӗлтӗр базинче воин-интернационалист, запасри полковник, Чӑваш Çӗпрел ялӗнче ҫуралнă Валерий Федорович Колпаков призӗшӗн йӗлтӗр ӑмӑртăвӗсем иртрӗç.
Ӑмӑртусем темиҫе этапра иртрӗç. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче спортсменсем уйрăм та, команда составӗнче те ăмăртрӗç. Эстафетӑра çичӗ команда хушшинче чи лайăх вăхăта Чăваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн йӗлтӗрҫисем кăтартрӗç тата куҫса ҫӳрекен кубока та вӗсем çӗнсе илчӗç. Иккӗмӗш вырӑна Упи ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем, виҫҫӗмӗш вырăна вара Звезда ял тӑрӑхӗн командисем йышӑнчӗç.
Ӑмӑртусем тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсенче, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче уйрӑм иртрӗ.
I, II, III вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе тата асӑнмалăх сувенирсемпе чысларӗç.
Призерсене парнесене запасри полковник Валерий Колпаков, Чăваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров, Виктор Петухов, ӑмӑртусен тӗп судйи Николай Хрисанов пачӗç.
Ӑмӑртусенче чи ҫамрӑк хутшăнакансем Артем Романовпа Владимир Мускатинов пулчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев