Колоннӑсем Афганистана çул тытнă чух
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Николай Быкова район центрӗнче иртекен мӗнпур патриотла мероприятисенче те курма пулать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе иртекен парадра вӑл ҫамрӑксемпе пӗр ретре утать.
Николай Быков 1955 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳсет. 1972 ҫулта, Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Норильск хулине кайса, электричество сечӗсенче шофер пулса ӗҫлет.
1979 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче ҫар службине каять. 1980 ҫулхи февральччен унӑн Байкал тăрăхӗнчи ҫар округӗнче водитель пулса службăра тăма тӳрӗ килет, унтах вӑл малтанхи çар хӑнӑхӗвӗсене илет. Темиҫе уйӑхран Николай Быковпа унӑн юлташӗсене Афганистана ӑсатаççӗ.
Салтак шӑпи Николая пӗтӗм Афганистанӗпе тенӗ пекех илсе çӳретет. Автомобилистсен умӗнче ССР Союзӗн Уч-Кызыл станцийӗнчен Афганистанри Кабул, Баграм, Пули-Хумри, Джалалабад тата Кандагар хулисенче вырнаҫнӑ ҫар чаҫӗсене çăк турттармалли тивӗç тăрать. Афган моджахечӗсем кӗтмен ҫӗртен атакӑласа тăраççӗ пулин те, пирӗн автомобилистсем миномет вучӗ тата автомат пульлисем айӗнче «вӑрттӑн» грузсене хамăрăн подразделенисене, хӑйсен ҫар присягине пӑхӑнса, яланах вӑхӑтра кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ентешӗмӗре Николай Быкова СССР Верховный Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе, «Интернационалист-воина Афган халӑхӗнчен тав туса» Афганистан Республикин медалӗпе, «Воин-интернационалиста» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа, «Çар службинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медальпе, «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене 70 ҫул» юбилей медалӗпе наградӑланӑ.
Ҫартан таврӑнсан Николай Быков хӑйӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе района аталантарас ӗҫе пысӑк пай кӗртет. Строительство организацийӗсенче автокран машинисчӗ пулса ӗҫлет, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсен, социаллӑ культура тата кулленхи йăла пулăшăвӗсен объекчӗсен сироительствинче вăй хурать. Мирлӗ вӑхӑтри тăрăшуллă ӗҫӗсене нумай хутчен Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем тата хаклӑ парнесем парса чыс тунă.
Çар юхăмӗн ветеранӗсен районти совечӗн ертӳçи Виктор Петухов:
— Афган вӑрҫи кашни воин-интернационалист чунӗнче йывӑр суран пулса кӗрсе юлнă. Ҫар юхăмӗнче хутшӑнакансем — хисеплӗ ҫынсем, мӗншӗн тесен вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлерӗç, халӗ те, ҫитӗнекен ӑрупа тӗл пулса, Тăван çӗршывăмăр-Анне тата ӑна хӳтӗлемелли ҫинчен калаҫусем ирттереççӗ. Николай Дианидович та чи активлӑ ветерансенчен пӗри. Ҫакӑн пек ҫынсем юнашар пулсан, астăвăм пурӑнӗ, эпир историре ҫухалса юлмăпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев