Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӑмпасен патшалӑхӗнче

Август-сентябрь — кӑмпа пуçтармалли тапхăр

Çак тапхӑрта ҫулӑ кӑмпасенчен пуçласа, пылакки таранах тупма пулать. 

Пирӗн тавралăхра тӗрлӗ кӑмпа ӳсет. Ҫавӑнпа та кӑмпаçăсем, килти мӗнпур чӑрмавсене манса, вӑрман пуянлӑхне пухаҫҫӗ. Кил хуҫи арӑмӗсем вӗсене тирпейлеҫҫӗ, сутаҫҫӗ те. Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Гульшат Ахметова, Джамиля Фатыхова та ҫавӑн пек ӗҫсемпе интересленеççӗ.

— Эпир, кӳршӗсем, кашни ҫулах пӗрле кӑмпа пухма каятпӑр, — тесе калаçăва пуçларӗ Гульшат Ахметова. — Çутçанталăкăн кашни пулăмӗн хӑйӗн илемӗ. Ҫулла ҫырла, кӗркунне кӑмпа, мӑйӑр, шӑлан ҫырли савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫутҫанталӑк мӗн парнеленине пӗлсе усӑ курмалла, — тет Гульшат Ахметова.

— Кӑмпа пуçтарасси — киленӗç ҫеҫ. Ҫулҫӑсем чӑштӑртатнине итлесе, ҫутҫанталӑкран хавхалану илетӗн, — тет Джамиля Фатыхова та.

Кӑмпасене вӗсем сутма мар, хӑйсем валли ҫеҫ пуҫтараҫҫӗ. Хӗлле валли банкăсене консервӑласа, пӗçерсе те, пакетсене тултарса та сивӗтмӗше хураççӗ. 

— Хӗлле ҫӗрулмипе ӑшалатпӑр, питӗ тутлӑ, — теҫҫӗ кил хуҫи арӑмӗсем.

Опытлӑ кӑмпаçăсем кӑмпасене карҫинккăсемпе витресем ҫине пуҫтарма сӗнеҫҫӗ. — Пакетра, михӗре кӑмпасем ванаççӗ, сӗткен тухать, тути-масине ҫухатаҫҫӗ. Иккӗлентерекен, ытлашши ватăлнă, кивӗ, хуртлӑ, ҫӗрӗк кӑмпасене пуҫтарма юрамасть. 

Врачсен канашӗсем

Пĕлмен, иккĕлентерекен кăмпана татмалла маррине асрах тытмалла. Ытлашши ватăлса кайнă кăмпа та сиен çеç кӳрĕ. Унра наркăмăшлă япала пуçтарăнать.

Ăнсăртран кам та пулин кăмпапа наркăмăшлансан тӳрех васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Кăмпапа наркăмăшланнине кăмăл пăтранма пуçланинчен, пуç çаврăннинчен, варвитти тытăннинчен, хал пӗтнинчен пӗлме пулать. Пулăшу çитиччен инкеке лекнĕ çынна ытларах шыв ĕçтерме, чĕлхе тымарне пӳрнепе пусса лӗклентерсе хăстарма тăрăшмалла. Сивĕ чей е сĕт, тăварлăрах сивĕ шыв е 2-5 таблетка активлă кăмрăка вĕтетсе шывпа ĕçтермелле.

14 ҫула ҫитмен ачасене кӑмпа ҫиме юрамасть, мӗншӗн тесен ача организмӗ ҫак йывӑр апата пӗтӗмӗшпех ӗҫлесе ҫитереймест-ха. Ҫавӑн пекех ватӑ ҫынсене, вар-хырӑмпа пыршӑ-пакарта чирӗсемпе нушаланакан ҫынсене кӑмпа ҫиме сӗнмеҫҫӗ.

Опытлӑ кӑмпа ӑстисем:

1. Пухнӑ кӑмпана ҫав кунах ӗçе кӗртме тăрăшăр.

2. Палламан ҫынсенчен, ирӗк паман суту-илӳ вырӑнӗсенче, ҫул юпписенче кӑмпа туянма сӗнмеҫҫӗ.

3. Тӑварланӑ кӑмпана шӑвӑҫ хупӑлчапа хуплама юрамасть. Банкӑна сывлӑш кӗрсе тăмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев