Кӑмакăр мӗнле шайра?
Пушар тухсан «01», «112» телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле.
Оперативлӑ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, пушар тухас хăрушлăх уйрăмах кӗрхи-хӗллехи вăхăтра ӳсет.
Пушар сӑмах кашнин чун-чӗрине çӳçентерсе янӑрать.Çаплах, пурнӑҫ пулсан, инкек-синкексем те пулсах тăраççӗ. Иртнӗ çулхи кӗркуннехи- хӗллехи çанталăк условийӗсем халӗ те асăмăрта. Вӑйлӑ сивӗ ҫил, çанталăк тӑтӑшах çумăрлă тӑни, кӗтмен ҫӗртен шӑнтса яни, республикӑн, ҫав шутра районăн, пушара хирӗç тивӗçлӗ шайра хатӗрленмен объекчӗсенче хăрушă лару-тӑру сиксе тухнин сӑлтавӗ пулса тӑчӗ.
– Пушарсенчен нумайӑшӗ вара пурӑнмалли сектора тӳрӗ килет. Вӗсенче ҫыннăн ӗмӗрӗ татăлни уйрăмах хăрушă. Практика кӑтартса панӑ тӑрӑх, пушарсем пурте тенӗ пекех халăхăн пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене тивӗҫлӗ пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ, – тет çавна май, Тутарстан Республикинчи Пӑва тата Ҫӗпрел муниципаллă районӗсем енӗпе надзор ӗҫӗсен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ, шалти служба майорӗ Инсаф Шакиров.
– Нумай хуҫалӑхсенче пушар сӳнтерессишӗн элементарлă правилӑсене пурнăçламаҫҫӗ, инкек сиксе тухас пулсан пӗр пичӗке шыв, хӑйӑр тата пушар сӳнтерекен хатӗр (огнетушитель) те ҫук.
Хальхи вӑхӑтра çурт тата хуралтă ҫумӗнче тăкăннă ҫулҫӑсене, ҫӳп-ҫапа, пăхса тăракан çук пулсан, ҫунтарма ирӗк памаççӗ. Кӑмакари тата тӗтӗм çулӗсенче ҫурӑксем килсе ан тухччăр тесен кӑмакасене фундамент çине вырнаçтармалла. Тата стенапа икӗ хушăра (кӑмака ҫӳллӗшӗнче) сывлӑш çӳреме хушӑ кирлӗ. Кăмакасен юсавлăхне шав-шавах тишкерсе тăрăр. Тӗрлӗ хулăнăшра тата тӗрлӗ металлран тунă электричество пралукӗпе усӑ курма юрамасть.
Юсавлă пулман электричество приборӗсемпе тата электричество счетчикӗсенче «жучок»семпе усӑ курма юраманнине пӗлетпӗр. Пӗр вӑхӑтрах пӗр электричество сетьне темиçе прибор çыхăнтарса пралуксене йывăрлăх ан кӳрӗр! Ӗçлесе тăракан электричество приборӗсене чаршав, шпалер çыпăçтарнă стена тата ытти хăвăрт тивсе каякан япаласен çывăхне те хумалла мар.
Ансат правилăсем кăна ӗнтӗ çаксем. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене тӗрӗс пурнăçлани кăна ҫуртăра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтернине ан манăр, – тесе сӗнет специалист.
Пушар тухсан «01», «112» телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев