«Клиент служби» урлă тӗрлӗрен ӗçлӗ пулăшу кăтартаççӗ
Икӗ организаци пӗрлешнӗччӗ
Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулта, пенси тата социаллӑ фондсен пӗрлешӗвӗ пулса иртрӗ. Хальхи вӑхӑтра Пенси фондӗнче «Пӗр чӳречерен» пенси ӗҫӗпе кӑна мар, маларах социаллӑ страховани фондне панӑ пулӑшу ӗҫӗсем енӗпе те заявлени пама юрать. Эпир районти «Клиент службин» ертӳҫинчен Роза Гафароваран ӗҫ мӗнле пыни тата фондри ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен каласа пама ыйтрӑмӑр.
— Роза Мударисовна, халӗ эсир ертсе пыракан организаци мӗнле ӗçсем пурнăçлать?
— 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа социаллӑ фондӑн территорири органӗсем 213 тӗрлӗ ӗçлӗ пулăшу кăтартаççӗ. Çавсенчен 43шӗ цифра форматӗнче. Ҫав хушӑрах граждансем малтанхи пекех клиент службине хӑйсем ыйтупа килеççӗ. 2023 ҫулта пирӗн пата 4 пин ытла граждан ыйтăвӗ кӗнӗ.
Пирӗн специалистсем, çавăн пекех, компьютер е смартфон ҫинче электронлӑ майпа заявлени парас енӗпе клиентсемпе консультацисем те ирттереҫҫӗ.
— Пирӗн ҫӗршывра призывниксен, ҫав шутра мобилизаци енӗпе служить тăвакансен ҫемйисене (ачаисене) уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кун пирки мӗн каланă пулăттăр эсир?
— Пирӗн уйрăм урлӑ çавăн пек ашшӗсен ачисем валли пособисем тӳлеҫҫӗ. Пособие ача ҫуралнӑ хыççăн 3 ҫулччен, анчах ача ашшӗ ҫар службине пуҫăннă кунран пуçласа çеç палăртаççӗ. 2023 ҫулта тӳлев виҫи 15 548 тенкӗ те 07 пуспа (2024 ҫулта — 16 698 тенкӗ те 63 пус) танлашрӗ. Ҫавӑн пекех васкавлӑ службӑна кайнă призывникăн йывӑр ҫын пулнă арӑмне пӗр вӑхӑтлăх паракан пособи те пур. 2023 ҫулта çак пособи укçи 36278 тенкӗ те 84 пуса тӳрӗ килет (кӑҫалхи çул — 38 963 тенкӗ). Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫемьесем те пӗрлехи пособи илме заявлени пама пултараҫҫӗ.
— Вилнӗ ҫынна пытарма паракан пособи виҫинче улшӑнусем пур-и?
— Пытарма социаллӑ пособи тӳлесси 7793,48 тенке тӳрӗ килет, 2024 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен — 8370,20 тенкӗ.
Иртнӗ çул ҫакӑн пек пособи илме пирӗн пата 242 гражданин заявлени пачӗ.
— Тин ҫуралнӑ, çуралнă ачана пăхса ӳстересси ҫинчен калаçса иртер-ха. Мӗнле пулӑшу пăхăннă вӗсене?
— 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 17 ҫула ҫитичченхи ачи пулнă ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсен тытӑмӗ вăйра — ку пӗрлехи пулӑшу. Пӗтӗмӗшле пособи виçи çемьен пӗтӗмӗшле тупăшӗпе çыхăннă. Кӑҫалхи çулăн февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, индексацие шута илсе, пӗрлехи пособи виҫи 6 370,50 тенке (50 процент); 9 555,75 тенкӗ (75 процент); 12 741 тенкӗ (100 процент) тӳрӗ килет.
2023 ҫулта районти 1295 ачана пӗрлехи пулӑшу пама палӑртрӗç — ку районти ачасен пӗтӗмӗшле йышӗнчен 38,16%.
— Санаторисене кайма путевкӑсем илессине лайăхлатнă-и? Ку тӗлӗшпе районта пурӑнакансенчен час-часах ӳпкелешӳсем пулатчӗç.
— 2023 ҫулта район çыннисене 49 санаторипе курорт путевки (вӗсене ӑсатакан 2 çынна та шута илсе) панӑ. Кӑҫал путевкӑсене заявлени панисене, черетпе, парӗҫ.
— Халӗ ватлăх енӗпе пенсие тухма миҫе ҫул страховани стажӗ пулма тивӗçлӗ?
— 2024 ҫулта 58 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑмсене тата 63 ҫула ҫитнӗ арҫынсене 15 ҫул страховани стажӗ тата 28,2 пенси коэффициенчӗ пулсан ватлăх енӗпе страховани пенсийӗ палăртаççӗ.
— Законсем вӑхӑтран вӑхӑта улшӑнса тăраççӗ. Ҫӗнӗ хыпарсене халăха мӗнле пӗлтеретӗр эсир?
— Уйрăмăн ӗçченӗсем халӑх хушшинче информаципе ӑнлантару ӗҫӗсене активлӑ илсе пыраҫҫӗ: пичет изданийӗсенче тата ял тăрăхӗсен официаллӑ сайчӗсенче те пресс-релизсене вырнаҫтаратпӑр. Граждансен пухӑвӗсене ҫӳретпӗр, халӑха кулленхи ыйтусем тӑрӑх консультацисем паратпăр, ӗҫ коллективӗсемпе тӗлпулусем ирттеретпӗр, буклетсем валеҫетпӗр. 2023 ҫулта ҫавнашкал 33 мероприяти иртрӗ, сайтсемпе хаҫатсенче мӗнпурӗ 493 статья пичетленсе тухрӗç.
— Ватлăх енӗпе пенси палăртассишӗн пенси фончӗ ӗçе 1-1,5 ҫул маларах пуçлать. Мӗншӗн апла?
— Пенси палăртассишӗн ӗçе малтан илсе пынин тӗп кӑткӑслӑхӗ акӑ мӗнре: граждансем клиент службине, çыру илнӗ хыççăн, телефонпа е ял тăрăхӗсен Ӗç тăвакан комитечӗ урлӑ темиҫе хут шӑнкӑравланӑ пулин те, документсем илсе килме, архив даннӑйӗсене ҫирӗплетме суда кайма васкамаҫҫӗ. Вӗсем пенсие тухиччен тата 1,5-3 ҫул пур-ха, ӗлкӗрӗпӗр, тесе шутлаҫҫӗ. Специалистсен час-часах страхлав стажӗ, ӗҫ укҫи ҫинчен справкӑсем ыйтса, архивсене запроссем пама тивет, паллах, заброс тума тата хурав илме палӑртнӑ вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа та маларах хатӗрленсе тăмалла. Мӗнпур нюанссене шута илсе, пенсие вӑхӑтра тата тӗрӗс палăртмалла.
— Тавтапуҫ калаҫӑвăршăн, Роза Мударисовна.
Справка
Ҫӗпрел районӗнче паянхи кун пенси илекенсен шучӗ — 6678 ҫын. Вӗсенчен 5411шӗ ватлăх енӗпе, 450шӗ инвалид пулнипе, 152шӗ тӑрантаракана ҫухатнипе, 650шӗ патшалăхăн социаллă пенсине, 1 — ҫарти сурансене пула инвалид пулнипе, 11шӗ ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене паракан патшалăх пенсине илеççӗ. Пенси илекенсем хушшинче 870 ҫын ӗҫне малалла тăсать. Районти пенсийӗн вӑтам виҫи — 18185,45 тенкӗ.
2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлемен пенсионерсен страховани пенсийӗсене 4,8 процент, 2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен 7,5 процент интексациленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев