Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Клавдия Шигарева: «Пире ӗҫлеме пӳрнӗ»

Унăн пӗтӗм пурнӑҫӗ колхозпа, ӗҫпе ҫыхӑннӑ

Февралӗн 21-мӗшӗнче ӗҫ ветеранӗ, вӑрҫӑ ачи, тыл ӗҫченӗ, Ача амăшӗ – Героиня  Клавдия Романовна Шигарева 90 ҫулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ.

Клавдия Романовна Кивӗ Чакă ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере çут тӗнчене килет, унсӑр пуҫне тата тӑватӑ ача ӳснӗ.  Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхăрта иртет. Ашшӗ фронта каять, Берлина ҫитет. Хӑйӗн ҫемйи патне ырă-сывă, Ҫӗнтерӳпе таврӑнать. Вӑрҫӑ хыççăнхи çулсенче ял советӗнче ӗҫлет. Апла пулин те, Клавдия Романовнӑна, ҫемьере асли пулнăран, ҫичӗ ҫул вӗренӳ хыҫҫӑн малалла вӗренме тӳрӗ килмест. Кил-çуртра, пахчаран пулӑшмалла, кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шăллӗсене, хăйсене тӑрантарса усракан ӗнене пӑхмалла пулнӑ. Хӑйсен хуҫалӑхӗсӗр  пуçне вӗсем пысӑк ҫемьене пурӑнма йывӑр пулассине ӑнланнӑ.

Çитӗннӗ хӗр тӑван ялӗнче хӑйӗн шӑпине тӗл пулать, качча тухать. «Качча тухатӑп та пӗтӗмпех улшăнӗ, тесе шутланӑччӗ. Анчах Турӑ хăй мана ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫлеме хушрӗ пулас. Эпӗ хамӑн ачасене те ӗҫленӗ хушăра тенӗ пекех ҫуратрăм. Фермӑран килеттӗмччӗ те, пысӑк хуранра шыв ӑшӑтаттăм, больницӑра ферма шӑрши кӗртес мар тесе ҫӑвӑнаттăм та, ача ҫуратма каяттăм. Телее, участок больници пирӗнтен инҫех те марччӗ. Тин ҫуралнӑ ачасемпе те килте нумай ларма та тӳр килмен – тепӗр икӗ эрнерен ӗҫе тухнӑ», – тесе аса илет Клавдия акка.

Мӑшӑрӗпе, Николай Андреевичпа, вӗсем пилӗк ывӑлпа ултӑ хӗр ҫитӗнтернӗ, вӗсем паян хӑйсен амӑшне тимлӗн пӑхаҫҫӗ.

Клавдия Романовнан пӗтӗм ӗҫлӗ пурнӑҫӗ ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ: ӗмӗр тӑршшӗпех фермӑра вăй хунă – пӑру пăхакан, унтан доярка пулнӑ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Хисеп грамотисемпе пӗрре мар чысланă. Тăрăшуллă ӗçӗшӗн панă медалӗсем те унӑн нумай. Клавдия Шигарева ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ тата «Ача амăшӗ – Героиня» ята мăнаçлăн çӳретет. Унӑн вунтӑватӑ мӑнук тата тӑхӑр кӗçӗн мӑнук. Аслă çулсенче пулин те, вӑл халӗ те кил-хуçалăхра тăрмашать – сыснасемпе сурӑхсем усрать. Ăна кӳршӗре пурӑнакан хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Юбилей кунӗнче Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Кивӗ Чакă ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Олег Албутов юбиляра курма килнӗччӗ.  Вӗсем ӑна юбилей кунӗ ячӗпе саламларӗҫ, чечек çыххи, саламлӑ ҫыру тата парне пачӗҫ.

– Сирӗн юбилей – 90 ҫул  – питӗ илемлӗ ӳсӗм пулнине пӗлтерекен кӑтарту. Историлле пулăмсемпе хутшӑнса тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса пурнӑҫӑн ҫакӑн пек вӑрӑм ҫулӗпе тивӗҫлӗн утса пынӑшӑн, сирӗн умăрта пуҫ таятӑп. Ырӑ, лайӑх асаилӳсем час-часах килсе тăччӗр, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем вара сире яланах пулӑшчӑр, юратчӑр, – тесе Марат Гафаров, ӗҫ ветеранӗ 95 ҫул тултарнă ятпа та саламлама килме сӑмах пачӗ.

– Апла пулсан, манӑн ҫӗр çул тултаричченех пурӑнмалла пулать, – тесе шӳтлерӗ Клавдия Романовна.

Хӑнасем унӑн тăрăшуллă ӗҫӗшӗн чӗререн тав турӗҫ, нумай ҫул пурӑнма, паллах, сывлӑх сунчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев